Михаил Игнатьев: «Пирĕн тĕп тĕллев – обществăра тăнăçлăха упраса хăварасси»

Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Саратов тата Самара облаçĕсемпе ĕçлекен Раççей ФСБ Пограничниксен управленийĕн начальникĕпе генерал-майорĕпе Сергей Митюшинпа тĕл пулнă. Сергей Митюшин каланă тăрăх, ăна Раççей Президенчĕ çак должноçе, кăçал  утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче çирĕплетнĕ пулнă, хăйĕн ĕçне пурнăçлама  çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнчен тытăннă.   Халлĕхе вăл ПФОри регионсен пуçлăхĕсемпе паллашу тĕл пулăвĕсем йĕркелесе ирттерет, малашенхи ĕçсенче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси пирки калаçу хускатать. Михаил Игнатьев республикăн руководстви Раççей ФСБ Пограничниксен управленийĕпе килĕшсе пĕр-пĕринпе эффективлă ĕçлесе пынине палăртнă. «Пирĕн тĕп тĕллев общество тăнăçлăхне упраса хăварасси», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



27 августа 2013
08:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter