Муркаш районĕ: çамрăклăх - пирĕн малашлăх

Çамрăксен уявне ирттермелли кун иртсе кайнă пулин те, Москакасси çамрăкĕсем çак уява августăн 24-мĕшĕнче ирттерме шутларĕç.

   Асăннă кун, кăнтăр иртни 3 сехетре Москакасси шкул стадионĕнче Москакасси ял тăрăхĕчи ялсенчи тата Муркаш салинчи спорта юратакан ушкăнсем чылайăн пухăнчĕç. Д.О.Гаврилов тата А.И.Федоров тренерсем çак командăсемпе тĕрлерен спорт вăййисем туса ирттерчĕç: футбол, волейбол, кире пуканĕ йăтасси, инçене пересси, чупасси тата ытти те.

   Курма пыракансем вара вылякансене хаваслăн кăшкăрса хавхалантарса пычĕç. Чăннипех те çак ушкăнсм спорта юратни куç кĕретех пулчĕ. Чи пултаруллă ушкăнсем çаксем пулчĕç: Рыкакасси ушкăнĕ 3-мĕш вырăна, Москакасси çамрăкĕсем 2-мĕш вырăна, СХПК «Передовик» ушкăнĕ вара 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Пур ушкăн та медальсемпе тав çырăвсене тата хаклă парнесене тивĕçрĕ. Çак спорт вăййисене йĕркелекен, аслă судьи А.В.Рыжков, спортпа туслă пулнăшăн питĕ пысăк тав сăмахĕ каларĕ çамрăксене. Малашне те спорт вăййисене активлă хутшăнма сĕнчĕ.

   Мĕнле уяв - ха ачасемсĕр? Ачасене хавхалантарма вара Оринин ял поселенинчи М.А.Игнатьев предприниматель батут вырнаҫтарчĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕпе Муркаш райповĕсем тĕрлĕрен тутлă апат-çимĕçпе, теттесемпе савăнтарчĕç. Шашлык шăрши те вара хăйĕн патне пурне те йыхравларĕ.

  Спорт вăййисем вĕçленнĕ хыççăн Суту - илÿ çурчĕ умĕнче савăнăçлă уяв пуçланчĕ. Уява уҫма вара Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Матросов сăмах илчĕ, пурне те уяв ячĕпе саламласа уява хаваслă ирттерме сĕнчĕ. Муркаш район администрациĕн çумĕ Л.Ю.Тарасова район администрацийĕ ячĕпе пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, Москакасси ял тăрăхĕ ача çуратассипе районĕпе малти вырăнта пынине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех СХПК «Передовик» хуçалăх ертÿçи Н.Л.Царёвпа Москакасси вăтам шкул директорĕ И.А.Иванов пурне те уяв ячĕпе саламларĕç.

  Москакасси ял тăрăхĕ Москакассинчи чи çамрăк мăшăра Ксения Александровнăпа Николай Евстафьевич Касеевсене мăшăрланнă ятпа саламласа тав çырăвĕпе асăнмалăх парне парса чысларĕç.

  Çавăн пекех ООО «Заря» ертÿçи И.П. Терентьева тăрăшнипе, «Колокольчик» ача садне çÿрекен ачасем хушшинче лотерея вылявĕ туса ирттерчĕç. Чи телейлĕ 10 ача - 500-шер тенкĕлĕх сертификата выляса илчĕ. Çак сертификатсемпе «Карамелька» магазинтан ашшĕ-амăшĕсем ачисене валли тĕрлĕрен япаласем туянма пултараççĕ.

  Уяв хăтне кĕртекенсем вара Шупашкартан килнĕ Д.Мани, И.Шинжаева, П. Борисова, А.Выйгетова тата Москакассинчи тĕслĕх ташă ушкăнĕ «Калинка», ташăçă М.Кондукторова тата «Фрик-шоу» ушкăнсем пулчĕç. Мĕн уяв вĕçленичченех савăнтарчĕç артистсем уява пухăннисене. Уяв программине Алина Волковăпа Радимир Семёнов çав тери илемлĕ те ăста ертсе пычĕç. Мĕн тĕрлĕ интереслĕ вăйăсем туса ирттерчĕç куракансемпе. Вăйăсем вара пурин кăмăлне те çĕклерĕç. Çĕнтерÿçĕсем хаклă парнесене тивĕçрĕç.

 Кунтах лотерея вылявĕ те пулса иртрĕ. Кашни лотерея вылявлă пулчĕ. Чи телейлисем хаклă парнесене тивĕçрĕç.

 Уяври чи кĕтнĕ парне вара- Фейерверк пулчĕ. Мĕн тĕрлĕ илемлĕ çутă вĕçмерĕ пулĕ çÿл тÿпене.

 Паллах çакăн пек уява ирттерме пулăшакансем пулмасан, çавăн пек илемлĕ уяв пулас çукчĕ.

 Москакасси ял тăрăхĕ ячĕпе, пĕтĕм халăх ячĕпе вĕсене питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр: Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Н.Матросова, ООО «Заря» ертÿçне И.П. Терентьевăна, Э.В.Мостов предпринимателе, СХПК «Передовик» хуçалăх ертÿçине Н.Л.Царёва, ОАО «Ханты -Мансийскдорстрой» организацине, Мăн Сĕнтĕр райпоне, В.К. Васильев тата Р.Р.Чебенов предпринимательсене.

        Юлашкинчен çак уяв чăннипех те район шайĕнче иртрĕ тесе каласа хăварасшăн. Тавтапуç ял-йыша çак уява хаваспах хутшăннăшăн.

 Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Голубева.



27 августа 2013
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter