Виçĕ çул: ÿсĕм курăмлă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-конференци йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Черетлĕ тĕл пулу çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче иртрĕ.

«Сирĕн ыйтса пĕлмелли чылай пухăнса кайнине туятăп, - терĕ республика Пуçлăхĕ мероприятие уçнă май. - Вĕсене туллин хуравлама тăрăшăп. Ăнланмалларах пултăр тесе малтан çапах та хăш-пĕр кăтартăва пĕтĕмлетес тетĕп. Пĕтĕмĕшле илсен юлашки виçĕ çулти çитĕнÿсем пирки пите хĕретмесĕрех пĕлтерме пултаратăп. Сирĕнтен, халăхран пытармалли нимĕн те çук, пĕтĕмпех куç умĕнче. Тепĕр чухне хивре ыйтусем паратăр тата вĕсене хуравлама кăмăллă мар пулсан та журналистсемпе тĕл пулмашкăн эпĕ яланах хатĕр. Вĕсем чăн пурнăçпа çыхăннăскерсем вĕт. Пирĕн хутшăнусем кирлĕ пек йĕркеленсен асăрхаттарăвăрсем влаç органĕн должноçри çыннишĕн çитменлĕхсенчен хăтăлас тĕлĕшпе усăллă пулĕç».

Михаил Васильевич Чăваш хутлăхĕн аталанăвĕнче пулса иртнĕ курăмлă улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ.

Виçĕ çулти çитĕнÿсем куç умĕнчех: шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайне икĕ хут чакарнă. Паян Чăваш Республики ĕçсĕрсен йышне пĕчĕклетес тата ĕçе вырнаçтарас енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăн йышăнать. Çакă çынсем тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿременнине, право йĕркине пăсас çул çине тăманнине пĕлтерет.

2010 çулта ĕç укçи парăмĕ 120 млн тенкĕ пулнă тăк кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4,8 млн тенке çити сахалланнă. Шалу 1,5 хут ÿснĕ. Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекенсен йышĕ çулсерен чакать.

Сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, социаллă учрежденисенче вăй хуракансен ĕç укçине сисĕнмеллех ÿстернĕ. Сывлăх сыхлавне модернизацилеме укçа-тенкĕ нумай хывнă, больницăсенчен чылайăшне тĕпрен юсанă, халĕ шкулсене çĕнĕ сăн кĕртме пикеннĕ.

2012 çул пĕтĕмĕлетĕвĕ тăрăх Чăваш Ен РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин хаклавĕпе тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли программăна пурнăçласа регионсен хушшинче чи лайăххисен шутне кĕнĕ.

Çынсен ырлăхне ÿстерес тĕллевпе ĕçе кĕртекен политикăн тĕп кăтартăвĕ - халăх йышĕ хăй еккипе юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут ÿсни савăнтарнă. 2013 çулта вăл Ç0,6-па танлашнă. Çемьесенче 2, 3, 4-мĕш ачасем çут тĕнчене килеççĕ.

Ентешсен пурнăçне пур енлĕн пулăх тумашкăн вăйлă аталаннă экономика кирлĕ. Чăваш Республикин кредит рейтингĕ пысăк, çакна пĕтĕм тĕнчери агентсем те çирĕплетеççĕ. Ку, паллах, общество финансĕсемпе эффективлă хуçаланнинчен те килет. Республикăра «Электрон бюджечĕ» проекта хута янă май Раççей Финанс министерствипе икĕ енĕшĕн те усăллă хутшăнусем йĕркеленĕ.

Патшалăх парăмĕ чакса пырать: 2007-2009 çулсенче республика 2,052 млрд тенкĕ саплаштарнă тăк 2011-2013 çулсенче - 11,8 млрд.

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармашкăн 1,268 млрд тенкĕ хывнă. Бюджетăн тĕп хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курма тăрăшнă, патшалăх пурлăхĕн эффективлăхне ÿстернĕ - бюджетăн консолидациленĕ пайне тупăш хывассипе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăна тухнă.

Республикăн экономика, политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă, граждан обществин пĕлтерĕшлĕ институчĕсене - общество палатине, этем, ача, предприниматель правине хÿтĕлекен уполномоченнăйсем çирĕплетнĕ. Вĕсем паян кал-кал ĕçлеççĕ, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн микро- тата макроэкономика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă хыççăн журналистсем сăмах илчĕç. Ку хутĕнче те ыйтăвĕсем çивĕч пулчĕç. Вĕсем Чăваш Енĕн, район-хулан социаллă пурнăçĕнчи, экономикăри, политикăри лару-тăрупа кăна мар, республика Пуçлăхĕн кун-çулĕпе те çыхăннă. Виçĕ сехете тăсăлнă хутшăнура кашниех тулли те тивĕçтерÿллĕ хурав илчĕ.

* * *

- Михаил Васильевич, калăр-ха тархасшăн, федераци центрĕпе еплерех хутшăнусем йĕркеленчĕç?

- Федераци центрĕпе йĕркеленнĕ хутшăнусем çирĕпленсех пыраççĕ. Республикăн çивĕч ыйтăвĕсене пĕрлехи вăйпа татса паратпăр. Стратеги пĕлтерĕшлисене илес тĕк çакна калама пултаратăп: 2012 çулхи утă уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш автономине туса хунăранпа - 100, Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тултарнине паллă тăвассипе çыхăннă указа алă пуснă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче асăннă документпа килĕшÿллĕн унăн мероприятийĕсене пурнăçласси çинчен хушусене çирĕплетнĕ, вĕсен хакĕ 25 млрд тенкĕрен иртмелле. 2014 çулта федераци бюджетĕнче малтанхи проектировкăсем йĕркеленеççĕ.

Унсăр пуçне Раççей Президенчĕ наци пуянлăхĕ шучĕпе виçĕ проекта ĕçе кĕртесси пирки пĕлтерчĕ. Ку вăл - пысăк хăвăртлăхлă магистраль строительстви. Пирĕн республика территорийĕпе унăн 120 километрĕ муниципалитетăн тăватă йĕркеленĕвĕ - Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсем - тăрăх иртмелле. Унсăр пуçне федерацин адреслă инвестици проекчĕсемпе, аталану бюджечĕпе, капитал хывассипе 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх федерацин Атăлçи регионĕсен хушшинче Чăваш Ен кăтартăвĕсем япăх мар: малтанхи çулхипе танлаштарсан ÿсĕм 144% çитнĕ. Приоритетсене РФ Президенчĕн указĕ тăрăх палăртнă. Чăваш хутлăхĕн отрасль министерствисене пырса тивекен инвестици объекчĕсене те çĕклетпĕр тата хута яратпăр.

- Çурла уйăхĕнчи тĕп пулăмсенчен пĕри - «Богданка» микрорайонта строительство ĕçĕсене пурнăçламашкăн виçĕ енлĕ - ЧР Правительстви, хула администрацийĕ тата застройщик - килĕшÿ çирĕплетни. Ку ĕçе эсир эффективлăх тĕлĕшĕнчен мĕнле хаклатăр? Ăна пурнăçласа республика ытлашши тăккаланма пултарасси теветкеллентермест-и?

- «Богданка» микрорайонта çуртсем хăвăрт çĕкленеççĕ. Асăннă проекта пурнăçлакан инвесторăн кăтартăвĕсем курăмлă. Тĕрĕссипе, ăна конкурс производстви урлă суйласа илнĕ. Çурт-йĕр тăвакан индустри комбиначĕн хăвачĕ чăннипех пысăк.

Микрорайонта кивĕ çурт сахал мар, вĕсенчи çынсене хваттерсене куçармалла, вăхăт факторне хакламалла.

Пурăнмалли лаптăкăн пĕр тăваткал метрĕн расценкăпа çирĕплетнĕ хакĕпе паянхи кун строительствăпа коммерци организацийĕсем ĕçсене ăнăçлă тăваймаççĕ. Çавна май эпир хула администрацине инвесторпа пĕрле килĕшÿ тума сĕнтĕмĕр. Капла чылай ыйтăва татса пама пулать: çулăн туса пĕтермен çаврăнăшне вĕçлемелле. Çĕнĕ хваттерсене куçнă çынсем автомашина туянаççĕ. Çуртсем умĕнче транспорт хатĕрĕ чылаййине асăрханах ĕнтĕ. Çак ыйтăва çийĕнчех татса памасан микрорайонта пăкăсенче автомашинăсем капланса ларма пултарасси халех сисчĕвлентерет.

Килĕшÿре 40 пин тăваткăл метр лаптăка хута яма йышăнни те пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче лартнă çуртсенчи çынсене патшалăх пулăшăвĕн шучĕпе çĕнĕ хваттерсем пама май килĕ. Ку çеç-и? Социаллă тытăм учрежденийĕсем çĕкленĕç: ача-пăча вĕренÿ учрежденийĕсем, врач офисĕсем.

Чăн та, ĕçпе çыхăннă ыйтусем пĕрре кăна мар сиксе тухĕç. Килĕшÿ догма мар вĕт, лару-тăрăва кура унта улшăну кĕртме май килĕ.

Уйрăммăн палăртатăп: инвестицин асăннă проектне РФ Экономика аталанăвĕн министерствинче хÿтĕленĕ, ăна валли бюджетран 500 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Шупашкар хула администрацийĕнче черетре тăракансене кĕске хушăра хваттерпе тивĕçтермелли çурт-йĕре çĕклеме хавхалантарать çакă.

- Ятлă-сумлă банксенчен иккĕшĕ Шупашкар хулинче хăйсен информаци центрĕсене уçасшăн. Ĕçлеме кама йышăнĕç унта: республикăра пурăнакансене-и е ютран килнисене-и?

- Ĕç рынокĕ паян уçă. Унта вырнаçас текенсене РФ саккунĕсемпе килĕшÿллĕн чăрмантарма пултараймастпăр.

Коммерцин икĕ банкĕ Шупашкарта центрсем йĕркелеме тĕв тунине ырламалла - çĕнĕ условисемлĕ, тивĕçлĕ шалуллă 2,5 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленет вĕт. ВТБ24 ку ыйтăва çийĕнчех татса пачĕ - унăн центрĕ çитес çул тулли хăватпа ĕçлеме тытăнать. Тепри çĕнĕрен уçăлмалла. Кредитăн асăннă учрежденийĕ ЧР Финанс министерствипе калаçса татăлнă, халĕ çурт-йĕре йĕркелес ĕç-хĕл пырать. Хăвăртрах уçмашкăн эпир те пулăшатпăр. Вĕсенче Чăваш Енĕн аслă шкулĕсенчен вĕренсе тухакан финансистсемпе юристсем, ытти специалист вырнаçасси иккĕлентермест. Çапах та конкурспа суйласа илĕç. Çамрăксен хăйсен пултарулăхне, хăнăхăвне çирĕплетсе памалла.

- Республика çирĕп тĕллев лартнă: 2-3 çулта ачасене садикпе тивĕçтерессине татса памалла. Çав вăхăтрах тепĕр 5 çултан вĕсен çуллахи канăвне йĕркелесси те çивĕчленме пултарать. Çĕнĕ лагерь тăвассине мĕнле хаклатăр?

- Ача-пăча вĕренÿ учрежденийĕсем тумашкăн федераци бюджетĕнчен кăçал 614 млн тенкĕ уйăрчĕç, татах куçарма шантараççĕ. Халĕччен хамăра кăна шанаттăмăр. Мускавран килнĕ укçана ĕçе хывнă ĕнтĕ.

Виçĕ çул тултарнă ачасене кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурне те садике вырнаçтармалла. Çакна пурнăçларăмăр. 1,5 çултисем тĕлĕшпе ыйтăва 2015 çулта федераци бюджечĕн инвестицийĕсемпе усă курса татса парăпăр.

Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă, çуралакансем йышланнă май çамрăк ăрăвăн çуллахи канăвĕ, сиплевĕ пирки те шухăшламалла паллах. Халĕ те республикăра çуллен 100 пине яхăн ача хула тулашĕнчи е шкул çумĕнчи лагерьсенче сывлăха çирĕплетет.

Çывăх вăхăтра çав учрежденисен строительстви валли эпир бюджетран укçа уйăраймастпăр, мĕншĕн тесен тĕрлĕ объект тăрăх сапаланса кайни вырăнсăр: садик те туса пĕтереймĕпĕр, тĕллевсене те пурнăçлаймăпăр.

Хальхи вăхăтра патшалăх-уйрăм çын партнерлăхĕ çинче никĕсленнĕ инвесторсене çуллахи канăва йĕркелеме хутшăнтарас енĕпе ĕçлетпĕр. Опыт пур ĕнтĕ. Акă «Росинка» лагере каймашкăн путевка йÿнĕ мар, ăна туянса тăкакланнине патшалăх саплаштармасть. Апла пулин те хăйсен укçипе канма яма пултаракансем тĕпренчĕкĕсене унта вырнаçтараççĕ - условисем пурне те тивĕçтереççĕ.

Атăл леш енне çывăх вăхăтрах «кăвак çулăм» çитмелле, кун пирки Газпромпа калаçса татăлнă. Проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме тытăннă. Унăн инвестицийĕсемпе 2014 çулта строительство ĕçĕсене пуçăнмалла. Кунта инвесторсене илĕртмешкĕн условисем çителĕклех: çул пур, газ кĕртеççĕ, Атăл урлă каçма 10-15 минут кирлĕ.

Çĕнĕ лагерь тăвасси çинчен сăмах пуçариччен пур пеккине тĕплĕн юсамалли, вĕсемпе туллин усă курмалли çинчен калаçмалла.

- Эрех-сăрапа иртĕхекенсем йышланни пăшăрхантарать. Ку енĕпе çирĕпрех мера йышăнма май çук-и?

- Ыйту çивĕч паллах, анчах ăна администраци енĕпе кăна татса параймăн.

Пурнăç тĕллевне тупнă çынсем ĕçкĕпе иртĕхеççĕ темĕттĕм. Коллективсенче час-часах пулатăп. Ĕçпе тивĕçтерекенсем тивĕçлĕ условисем, çирĕп дисциплина туса хунипе производствăра пĕр çын та эрех-сăрапа пуçне минретмест.

Уявсене илес тĕк - хальхи самана çыннисем вĕсене эрехпе çыхăнтармаççĕ, чун киленĕçĕ пĕлтерĕшлĕрех вĕсемшĕн. Республика тата хула кунĕсенче тĕп урампа çуран утса тухрăм, çынсемпе хутшăнтăм, ÿсĕрсене курмарăм. Манăн шухăшăмпа - ентешсен тавра курăмĕ ырă еннелле улшăнать, вĕсем яваплăха туйни сисĕнет.

Динамикăна илес тĕк совет саманинче те урă пурнăç йĕркине тытса пынă темелли çук. Предприятисенче рабочисем ĕçетчĕç, уйрăмах ĕç кунĕ вĕçнелле, проходнойран сулкаланса тухса каятчĕç.

Пытармастпăр: ĕçекен халĕ те çук мар. Сиенлĕ йăлапа пĕрлехи вăйпа кĕрешмелле, алкоголь продукцине сутмалли йĕркене çирĕплетни лайăх-ха. Çапах та çынсене ĕçлĕ туса, физкультурăпа спорта хутшăнтарса пурнăç илемне хаклама, хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентмелле, кашнин ăс-хакăл тата кăмăл-сипет культурине ÿстермелле. Урăхла каласан - çыннăн ырă малашлăха хăйĕн ăнтăлмалла.

- Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лапăкĕ параççĕ. Хăшĕ-пĕри çак ирĕкпе усă кураймасть, уйрăмах тĕп хулара. Сăлтавĕ - пушă çĕр çукки. Ку енĕпе ырă улшăнусем пулĕç-и?

- Кунпа куллен интересленетпĕр. Нумай ачаллă çемьесенчен çурри çĕр лаптăкĕ кĕтекенсен черетĕнче тăрать. Яллă вырăнта ку енĕпе ансатрах, хула округĕсенче, уйрăмах Шупашкарта, çивĕчлĕх чакман. Эпир çĕр ыйтăвĕпе республика правине тавăрассипе ĕçлетпĕр. Юлашки вăхăтра кăна Шупашкарсене Муркаш районĕнчи Шомик, Катикасси ялĕсен çывăхĕнче 94 гектар уйăрса патăмăр. Çак лаптăксем тăрăх çĕр йĕркелÿ планне халăхпа сÿтсе явмалла, документ хатĕрлемелле те вĕсене нумай ачаллă çемьесене валеçмелле.

Альтернативлă тепĕр мел те пур. Хальлĕхе ăна федераци шайĕнче сÿтсе явнă. Сăмах кунта нумай ачаллă çемьесем çĕр лаптăкĕ илсе унта нихăçан та çурт-йĕр çавăрма хал çитереймесен хваттерпе тивĕçтересси пирки пырать.

Паллах, паянхи лару-тăрăва хаклатпăр. Нормăпа право докуменчĕсене федераци шайĕнче йышăннă тăк - эпир те çирĕплететпĕр, нумай ачаллисене условисемпе тивĕçтеретпĕр.

- Атăл шывĕн тасалăхĕ канăçсăрлантарать. Ытти çулта вăл симĕсленсе ларатчĕ. Кăçал çакăн çумне ырă мар шăршă сарăласси хушăнчĕ. Шыв управĕн шайне çĕклесен çитменлĕхе сирме пулассăн туйăнать, анчах ку енĕпе хальлĕхе нимех те туман-ха...

- Шыв управĕн шайне 68 паллăна çĕклессишĕн заказчик - «РусГидро» - хатĕрленĕ проекта сÿтсе явнă. Ăна экспертсем хакланă. «РусГидро» документа кĕркунне РФ Правительствине тăратать. Патшалăх заказчикĕн тĕллевĕ - электроэнерги ытларах туса илесси. Паянхи куншăн çакă пĕлтерĕшлĕ паллах. Экологи, шыв транспорчĕн ыйтăвĕсем те çивĕч. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар çыннисене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелле. Атăлти шыв ГЭСран çÿлерех мĕн чухлĕ вараланчăк - ăна тасатмашкăн çавăн чухлĕ ытларах тăкакланмалла. Хула влаçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - Атăл шывĕ ĕçме юрăхлă. Ку енĕпе пат татса калама тăхтатăп, мĕншĕн тесен вĕсен сăмахĕ пĕр енлĕ, çав вăхăтрах халăх ĕçмелли шыва туянать.

Пирĕн шухăш çирĕп - шыв управĕн шайне 5 метр хăпартмаллах. Унсăрăн Атăл симĕсленĕ те, шăршланĕ те. ГЭС шывĕн лаптăкĕ çуллен ăшăхланса пырать. Çавăн пек çĕрте тĕрлĕ курăк вăй илет, экологи çивĕчленет.

- Ыраша чăваш сĕм авалтанах сума сунă. Халĕ вара ăна хаклами пулчĕç. Чăваш Енĕн фирма таварĕ шутне ăна тавăрас шанчăк пур-и? Кăçал ăна ытларах акса хăварма палăртман-и?

- Пурнăç улшăнăвне кура халăхăн апатлану культури те урăхланать, ăна ыйтакансен шучĕ чакать. Юлашки çулсенче ыраша сахалрах туса илме пуçларĕç. Вăл этем сывлăхĕшĕн усăллă микроэлементпа пуяннине, тăпра пахалăхне лайăхлатнине тĕпе хурса лаптăкне сыхласа хăварма тăрăшатпăр.

«Букет Чувашии» коммерци организацийĕ ыраш концентратĕнчен квас тăвать. Халăх хура çăкăр туянать. Çак ыйтусене тивĕçтерме çуллен 35-40 тонна продукци каять. Хамăра валли кирлĕ чухлĕ ыраш çитĕнтеретпĕр. Ăна тулайра вырнаçтарма кансĕр, Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май çакă уйрăмах сисĕнет. Анăçри çĕр-шывсенче асăннă культурăна çитĕнтермеççĕ, унпа усă курмаççĕ. Тавар ыйтакан пулсан кăна лайăх сутăнать.

Çапах та ăна шутран кăларас теместпĕр-ха, кăçал та пĕрчĕллĕ культурăсен пĕтĕм лаптăкĕн 20% ăна валли уйăрас тетпĕр.

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тăванĕсем Правительствăра йышлă тени чăнлăхпа килĕшсе тăрать-и? Мăшăрăрăн миллионĕсем, хальхи йышши хваттере мĕнле майпа туянни те канăçсăрлантарать хăш-пĕрне.

- Манăн тĕллев çирĕп: Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле ĕçлекенсен хушшинче тăвансем пулмалла мар. Йăх тымарĕ тăрăх унăн тата мăшăрĕн çывăх çыннисем Правительствăра пуррине тупса çирĕплетекен пулсан ăна хамăн çемье бюджетĕнчен хавхалантарма шантаратăп.

Спорт министрĕ пулнă Анатолий Николаев пирки те манăн кум тесе пустуй калаçрĕç. Сăмах сарни ĕçре чăрмантарать кăна. Тепĕр хут калатăп: пĕрле ĕçлекенсен йышĕнче тăван çук. Вĕсем манран мĕн чухлĕ аяккарах - хама çавăн чухлĕ лайăхрах, вĕсемшĕн те çаплах.

Миллионсене илес тĕк уççăнах пĕлтеретĕп: мăшăрăн Шупашкар хулинчи Водопровод урамĕнчи икĕ пÿлĕмлĕ хваттер пулнă, ăна тупăш декларацийĕнче кăтартнă. Çемьере ывăлпа хĕр çитĕннĕ май виçĕ пÿлĕмлĕ хваттере куçма тиврĕ. Малтанхине сутса тунă укçапа, банкран илнĕ кредитпа тата вăхăтлăха хывнă вклад шучĕпе туяннă ăна. Эпĕ япăх условире пурăнма хăнăхман.

Журналистсенчен хăшĕ-пĕри ялти çуртăм ăçтине те пĕлет. Ăна çĕклес тесе 15 çул материал хатĕрлерĕм: вăрман касрăм, турттартăм, хăма çуртăм.

Декларацире палăртнă тепĕр çурт - атте-аннерен еткере куçни. Пичче-аппа ăна йышăнасшăн пулмарĕ. Унти çĕр лаптăкне акса-лартса тăмалла, налук тÿлемелле. Саккун йĕркине пăсмастăп.

- Политикăри лару-тăру улшăнас пулсан Мускав мэрĕн Сергей Собянинăн тĕслĕхĕпе полномочисене хăварма, кĕрешĕве тепĕр хут тухма пултаратăр-и?

- Обществăпа политика лару-тăрăвне, тăнăçлăха, халăх шанăçне кура кашни регионăн тивĕçлĕ йышăну тума ирĕк пур. Обществăпа политика лару-тăрăвне илес тĕк - республикăра ку енĕпе пурте йĕркеллĕ. Эпĕ кăна мар, тивĕçлĕ тытăмсемпе халăх та çаплах шухăшлать. Тĕллевĕм тăнăçлăха упраса хăварассипе çыхăннă.

Чăн та уйрăм çынсем хирĕç тăма хăтланнă тĕслĕх пур паллах. Вĕсем республика Пуçлăхне каялла чĕнсе илес тесе алă пустарса çÿрерĕç. Патшалăх Канашĕнчи оппозици партийĕсем çакнашкал ыйтăвах çĕклерĕç. Анчах та ăнăçтараймарĕç.

Ыйту сиксе тухас тăк хамшăн, республика çыннисемшĕн тĕплĕн шухăшласа тĕрĕс те тивĕçлĕ йышăну тăвăп. Полномочисене пурнăçламашкăн тепĕр 2 çуллăх вăхăт пур - апла тăк малашне те халăх ырлăхĕшĕн ĕçлетĕп.

- Шупашкар аэропорчĕн шăпине мĕнле хаклатăр? Панкрута тухакан «Чăваш Ен авиалинийĕ» хупăнать, пурлăхне сутма тăратнă. Ăна тата тавралли çĕре пирĕн республикăшăн ют çынсем çавăрса илмĕç-и?

- Кунашкал çивĕчлĕх пур. Предприятие аэропорта кал-кал ĕçлеттерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Билет хакне чакармашкăн хысна предприятине бюджетран укçа уйăрса патăмăр. Аэропорта тăнăçлăх кÿрес тесе паян та нумай пулăшатпăр. Акционер обществи панкрут процедури витĕр тухать. Комплекс пурлăхне сутма тăратаççĕ. Ăна ытти компани те илме пултарать паллах. ЧР Пурлăх министерстви туянас кăмăллă, анчах бюджетра çакна валли укçа хывман. Хакĕ те паллă мар. Туянакан çын çурт-йĕр йышăнакан çĕре кăна урăх тĕллевпе йĕркелеме пултарать, ыттине çук: трасса - федераци пурлăхĕ, çĕр - муниципалитет харпăрлăхĕ. Апла тăк - пайта пысăках мар.

Халĕ кунта регионсен хушшинчи Шупашкар-Питĕр вĕçев йĕркелерĕç, кĕçех Ĕпхÿ-Самар-Шупашкар рейс уçăлмалла. Килĕшÿ тунă ĕнтĕ. Билет хакне 50% йÿнетме федераци, регион бюджечĕсем пулăшаççĕ. Аэропортăн паянхи çурчĕ тивĕçтерме пултараймасть - инвесторсене йыхравлама чăрмантаракан фактор вăл. XXI ĕмĕр - глобализаци тапхăрĕ. Пурте вăхăта хаклаççĕ. Кирек хăш бизнесмен та ыйтăва татса парсан каялла васкать.

Бюджет укçипе аэропортăн çĕнĕ çуртне çĕклеме хал çитереймĕпĕр - бюджет тулашĕнчи çăл куçпа усă курма тивет.

- Çулталăк пуçламăшĕнче ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвăрта муниципалитет йĕркеленĕвĕсене çирĕплетесси пирки каланăччĕ. Çĕмĕрле хулипе районĕн йĕркеленĕвĕсем пирки сăмах тухрĕ авă...

- Унта палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Кун пек чухне хулара тата ялта пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута илмелле. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ 2015 çулта иртмелле.

Çакă район центрĕсенче вырнаçнă ял тăрăхĕсен тытăм подразделенийĕсене чакарассипе çыхăннă. Тĕслĕхшĕн хула çывăхĕнчи Шупашкар районнех илĕпĕр. Унта район администрацийĕ тата Кÿкеç ял тăрăхĕ шутланаççĕ. Иккĕшĕн те пуçлăхсем пур. Çынсем хăйсен ыйтăвĕсене татса памашкăн пĕрремĕшне çÿреме хăнăхнă.

Суйлавччен ял тăрăхĕсен ĕçне хутшăнма май çук: вырăнти хăй тытăмлăх органне çирĕплетнĕ, срок тухиччен вĕсем ĕçлеççĕ. Муниципалитетăн икĕ йĕркеленĕвне пĕрлештермешкĕн саккун тăрăх референдум ирттермелле. Ĕç ушкăнĕ тĕпченĕ тăрăх, тен, çитес çул сăнав шучĕпе Çĕмĕрле хулипе районĕн йĕркеленĕвĕсене пĕрлештерме палăртăпăр. Анчах çапла тумашкăн çынсен хăйсен хатĕр пулмалла. Муниципалитетсен правине хĕсме пултараймастпăр. Сĕнетпĕр кăна. Килĕшеççĕ тĕк - пулăшатпăр.

- Çĕмĕрлесем пирки калаçнă май Леонид Лебедев сенатор пирки сăмах пуçарасшăн. Ку тăрăхра вăл топинамбур çитĕнтерме шантарнăччĕ. Хăй шампиньон ÿстерме пикенчĕ. Ăна, бизнесмена кăна мар, патшалăх çыннине, витĕм кÿме май çук-и? Сăмахне тытмарĕ вĕт...

- Леонид Лебедев проекчĕ малашлăхлăччĕ. Вăл çитĕнтерекен çимĕçе Раççей рынокĕсем хапăлламаллаччĕ. Çĕр-шыв ВТОна кĕнипе инвестор шухăш-кăмăлне улăштарчĕ, кун пирки официаллă пĕлтерчĕ. 12 пин гектар çĕре хăй ячĕпе йĕркелерĕ. Унта шампиньон çитĕнтерекен комплекс пулнă май производствăна чармасăр кăмпапа аппаланассине тĕпе хучĕ. Тĕллевĕ урăхларахчĕ-ха, анчах бизнес-планĕпе паллашма май килмерĕ.

Шампиньона илес тĕк Шупашкарта халĕ Раççей регионĕсенче çитĕнтернисене кăна мар, Анăçри çĕр-шыврисенне те сутаççĕ. Хакĕ йÿнĕрех. Туянаканшăн хак пĕлтерĕшлĕ, ăçтан илсе килни мар. Леонид Лебедев кăмпа производствине аталантарĕ-и е çук-и - хăй татса парĕ. Эпир ăна ĕç условийĕсемпе тивĕçтернĕ. Сăмахне мĕншĕн тытманни пирки ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем ăнлантарса пама ыйтĕç, эпĕ те интересленĕп.

- Нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекенсене шкулта тÿлевсĕр апат çитерессине йĕркелеççĕ-и?

- Çакă республика бюджечĕн параметрĕсемпе çыхăннă. Мĕн чухлĕ укçа кирлине палăртса ЧР Патшалăх Канашĕнче сÿтсе явăпăр, тивĕçлĕ йышăну тăвăпăр.

Сăмах май, ашшĕ-амăшĕн те ачисемшĕн яваплă пулмалла. Эпир вĕсене патшалăхăн социаллă тÿлевĕсемпе туллин тивĕçтеретпĕр.

- «Земство тухтăрĕ» программăна Етĕрне хулине кĕртме май çук-ши? Кунти больницăра та кадрсем çитмеççĕ.

- «Земство тухтăрĕ» программăна пурнăçламашкăн федераци бюджечĕ укçа уйăрать. Апла тăк ыйтăва федераци шайĕнче татса памалла. Етĕрне больницине кадрсемпе çирĕплетмешкĕн ытти майпа усă курма тăрăшмалла: сыватмăшри условисем пурне те тивĕçтермелле, вырăнĕ те лайăх кунта.

- Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Михаил Васильевич, 1-мĕш класа хăш шкула кайнă эсир? Ачăрсем ăçта ăс пухаççĕ?

- Хамăр ялтан 3 çухрăмра вырнаçнă Янăш шкулĕнче ăс пухма тытăннă, лайăх вĕренме тăрăшнă.

Ачасем хулари 5-мĕш гимназире пĕлÿ илеççĕ. Унта вĕсене конкурспа суйласа илнĕ. Асăннă вĕренÿ учрежденине урăххипе улăштарас шухăш ачасен те, хамăрăн та çук.

* * *

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пресс-конференцие пухăннă журналистсене ыйтусемшĕн тав турĕ. «Вĕсем республикăра пурăнакансене чăннипех хумхантараççĕ. Сирĕнпе хутшăнса чылай пулăма уçăмлатрăм тата ыйтăвăрсене хуравланă май çитменлĕхсен сăлтавне тишкерме пикентĕм. Малашне те яланхиллех тĕл пулăпăр. Эпир сирĕншĕн яланах уçă. Телей сунатăп. Хăвăр ĕçе чунпа пурнăçласа тăван республика халăхĕн тăнăçлăхĕшĕн тăрăшма ырлăх-сывлăх сунатăп», - терĕ Михаил Васильевич тĕл пулăва вĕçлесе.

 Валентина СМИРНОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 августа 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter