Йăлтах ял çыннисемшĕн

Иртнĕ шăмат кун республика Пуçлăхĕ Етĕрне тăрăхĕнче пулчĕ, Уйкас Асламасра фельдшерпа акушер пунктне уçма хутшăнчĕ. Ку территорире 350 çын пурăнать. Вĕсемшĕн ку пысăк парне.

Унччен фельдшер пункчĕ ялти суту-илÿ çуртĕнче вырнаçнă. Çакă халăха медицина пулăшăвĕ парассине тивĕçлĕ шайра йĕркелеме чăрмав кÿнĕ. Кунта кирлĕ условисем пулман. Хăйĕн профессине чун-чĕререн парăннă Валентина Васильева фельдшерица çак ĕçре - 16 çул. Асламас тăрăхĕнче пурăнакансене Вера Порфирьева çамрăк врач-терапевт та сăнаса тăрать. Вăл шăпах «Земство тухтăрĕ» программăпа яла ĕçлеме килнĕ. Савăнăçлă самантпа усă курса çамрăк тухтăр республика тата район ертÿçисене çĕнĕ ФАПра чирлисене йышăнма, профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттерме условисем туса панăшăн тав турĕ. Михаил Игнатьев чирлисене йышăнмалли, эмелсем упрамалли пÿлĕмсене, процедура кабинетне, шурă халатлисен ĕç вырăнне кĕрсе курчĕ. Кунта ĕçлекенсем çĕнĕ оборудованисем халăха сыватас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕç.

«Республикăра чир-чĕре малтанах тупса палăртассине кирлĕ пек йĕркелеме сахал мар укçа уйăрма йышăнтăмăр. Юлашки çулсенче кăна сывлăх сыхлавне çĕнетме 4,8 млн тенкĕ хывнă, пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе çынсем туллин усă курма пултараççĕ. Эпир виçĕ çулта 100 çĕнĕ ФАП тума палăртнине пурнăçлатпăр. Хамăр сăмаха тытатпăр. Республикăра демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнать. Апла пулсан эпир тĕрĕс çул-йĕрпе пыратпăр», - терĕ Михаил Васильевич.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин Етĕрне районĕнче çĕнĕ 7 ФАП çĕкленмеллине пĕлтерчĕ. Ку - пĕрремĕш. Икĕ çулта кăна районти медучрежденисене çĕнĕ оборудовани туянма 24 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Республикăпа район ертÿçисене ялти халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса çакăн пек чаплă çурт туса панăшăн Любовь Максимова чĕререн тав турĕ. 3 ача амăшĕ Оксана Павлова та çĕнĕ ФАП уçăлнипе кăмăллă. Кĕçĕнни тин çеç çуралнă-ха. Ăна шăпах шурă халатлисен тимлĕхĕ кирлĕ.

Республика Пуçлăхĕ сĕт хакĕпе кăсăкланчĕ, ялта çурт-йĕр çавăрас текенсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата «Ĕç ветеранĕ» ят илме ĕç стажне чакарас ыйтусене хуравларĕ. Пуçаруллă çамрăксене предприниматель ĕçне е фермер хуçалăхĕ йĕркелеме сĕнчĕ. Ку енĕпе республикăра ырă тĕслĕх сахал маррине палăртрĕ.

Унтан Михаил Васильевич «Родина» агрофирмăра пулчĕ. Хуçалăх кĕрхисене акса пĕтернĕ, халĕ районта ытти предприятин çĕрне тара илсе ĕçлет. Республика Пуçлăхĕ уйрăм çынсен çĕр пайĕсемпе усă курнăшăн мĕнле татăлнипе кăсăкланчĕ. Владимир Тимофеев ертÿçĕ килĕшÿ условийĕсемпе çĕр пайĕшĕн çынсене тÿлевсĕр тырă тата кирлĕ таран улăм панине пĕлтерчĕ.

«Ку - питĕ ырă пуçару. Республикăри хăш-пĕр хуçалăх çĕр пайĕшĕн тырă хăй хаклăхĕпе е кăштах йÿнĕрехпе сутать», - терĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ Етĕрне хули 423 çул тултарнине халалланă уява хутшăнчĕ. Вăл алă ăстисен куравĕпе паллашрĕ, хулари пысăк предприятисен çĕнĕ продукцийĕпе интересленчĕ.

Михаил Игнатьев уява пухăннисене ăшшăн саламларĕ. «Етĕрне хули илемлĕ вырăнта. Тĕрĕссипе - Чăваш Ен территорине кĕмелли чиккĕн пысăк алăкĕ вăл. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли магистраль тăвасси çинчен калакан йышăнăвĕ пирĕншĕн пуриншĕн те чаплă парне. Вăл пирĕн республика территорийĕпе те иртет, Етĕрне районĕнче станци тума палăртнă. Ку - сирĕн муниципалитетăн инфратытăм аталанăвне лайăхлатма самаях пысăк пулăшу пулĕ. Кăçал Етĕрне районне çул-йĕр тума иртнĕ çулхинчен бюджетран 1,6 хут ытларах укçа-тенкĕ уйăрнă», - терĕ.

Михаил Васильевич Етĕрне хулипе районĕнчи чи хастаррисемпе маттуррисене наградăсемпе чысларĕ. 

 Юлия Мареева



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 августа 2013
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter