7-мĕш интернет педканаш çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлать

7-мĕш интернет педканаш чăваш чĕлхипе литературине, культурипе историне вĕрентекенсене йыхравлать. Вăл çурлан 26-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать те авăн уйăхĕн 29-мĕшĕччен пырать. Ăна Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ йĕркелет. Интернетри канашлуhttp://pkanash.chv.su адреспа ĕçлет.

Вĕрентекенсен тĕтел форумне çулсерен çĕршер çын хутшăнать. Вĕсен хисепĕ кăçал та нумай пуласса шанатпăр, форумра çĕнĕ çивĕч ыйтусем хускатасса, вĕсене татса памалли çул-йĕре пĕрле шырасса шанаççĕ канашлăва йĕркелекенсем.

 



27 августа 2013
15:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter