Патăрьел районĕ: çемье те, ансамбль те - 20-ре

  Аслă Арапуçăн хастар каччи Владимир Верликов Шупашкарти музыка училищин фольклор уйрăмне пĕтернĕ хыççăн Каншелти культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Кĕçех «Çăлкуç» фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ. Çакăнтан пуçланнă та ку тăрăхра фольклор юхăмĕ. Ăна кура ыттисем те хавхаланнă. Аслă Арапуçĕнче - «Шуçăм», Анат Чакăра П.В.Пазухин ячĕллĕ «Асамат» ансамбльсем куракана хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарма пикеннĕ.

     «Юпа уйăхĕнче «Малалла» хуçалăхăн уявне палăртрăмăр. Çавăн чухне эпир халăх умне пĕрремĕш хут «Çăлкуç» ятпа тухрăмăр. Ансамбле Каншел шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ Иван Пахомов /вăл «Хыпар» хаçатăн общество корреспонденчĕ те пулнă. - Авт./ çакăн пек ят пачĕ. «Çăл куç пек вăйлă, хăватлă пулăр, тапса тăрăр», - пехиллерĕ вăл ун чухне. Тĕрĕссипе, эпĕ вĕренсе киличчен Патăрьел районĕнче фольклор ушкăнĕсем пулман. Юрлама кăмăллакансем хорсене, пултарулăх коллективĕсене çÿренĕ. Эпĕ епле ĕçленине кура Çĕньялсем «Илем» фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕç. Унтанпа шыв-шур нумай юхрĕ. Юрлама çÿрекенсенчен аслă ăрурисене юлашки çула ăсатрăмăр. Анюк аппа /Анна Михайлова. - Авт./ та сакăр теçетке çула хыçа хăварчĕ. Ираида Ильина та, мăшăрăм Любовь Верликова та, Вера Алексеева та, Калерия Ильина та 20 çул ĕнтĕ ансамбльте», - пĕлтерет Владимир Николаевич.

     1993 çулта асăннă фольклор ушкăнĕнче 27 çын пулнă. «Пĕр автобуса шăнăçаймастăмăрччĕ вĕт», - йăл кулса аса илеççĕ халĕ вырăнти артистсем. Халăх, вăйă юррисене шăрантараççĕ вĕсем. Улах, салтак ăсатнин, йĕтес туртнин, çĕнĕ пÿрт ĕçкин йăли-йĕркисене кăтартаççĕ. Паллах, туй-çуй пысăк вырăн йышăнать. «Чăн малтан эпир «Сирĕн кăмакăрсем» юрăпа пуçларăмăр. Эпĕ ăна тĕп хулара вĕреннĕ чухне илтнĕ. Ăна, Пăлапуç Пашьел юррине, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Мерчен» ушкăнĕ шăрантаратчĕ. Пирĕншĕн шпиль пăти пекчĕ ку юрă. Виçĕ çултанах «Халăх фольклор ушкăнĕ» ята тивĕçрĕмĕр», - каласа парать ансамбль ертÿçи. «Çăлкуç» 4 çулта Тольяттире иртнĕ Атăл тăрăхĕнчи чăвашсен фольклор фестивальне, Шупашкарти тĕрлĕ шайри уявсене хутшăнса, кÿршĕ районсене тухса çÿресе 100 ытла концерт панă»,- çырнă хăй вăхăтĕнче Иван Пахомов.

     Купăс калать-и, шăхлич-и, е сцена çине тухса пĕччен юрлать-и, е тата Питрав вăййинче тăпăртатса ташлать-и - йăлтах çаврăнăçуллă та килĕшÿллĕ. Пăхса ытарма çук. Питравра Каншелте вăл пуçарнипе йĕркеленĕ вăййа курма тÿр килнĕччĕ. Вăл, чăваш тумĕ тăхăннăскер, шăхличĕ калать. Кĕç аякран чипер хĕрсем карталанса юрласа килни курăнчĕ. Тем самантра Владимир Верликов купăсне тăсса ячĕ. Юхрĕ юрă инçете... Сăмах май, шăхличне Владимир Николаевич хăех ăсталанă. Халĕ унăн ĕмĕчĕ - шăпăр калама хăнăхасси. «Çăлкуç» 2010 çулта Коми Республикине те кайнă. Унтан I степень дипломпа таврăннă. Унта вĕсем анатри чăвашсен юррисене юрланă, йăли-йĕркине кăтартнă. Мари Республикинче, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенче, Тольятти хулинче темиçе хутчен те пулнă вĕсем. Кашни фестивальтен Хисеп хучĕпе, асăнмалăх парнепе килнĕ. «Халĕ ансамбле Каншелтен, Анат Чакăран, Пăлаçи Атăкран, Аслă Арапуçран 15 çын çÿрет: 12 хĕрарăмпа 3 арçын. Каншел клубĕн директорĕ Алексей Ермилов та пирĕн йышра. Александр Викторов пирĕн - ташăçă, параппанçă. Тумсем - çĕлетнисем те, асаннесен арчисенчен кăларнисем те пур. Чаплă мероприятисене ялтăркка çи-пуçпа мар, ĕлĕкхи пир кĕпесемпе çÿретпĕр. Хĕрарăмсем хушпу, тухья тăхăнаççĕ, тевет, мăй çыххи çакаççĕ. Репертуара яланах çĕнетме тăрăшатпăр. Халĕ «Улăхăттăм ту çине», «Чĕмпĕртен илтĕм чĕн йĕвен», «Сакăр тур лаша», «Атте сад пахчине» тата хăна, вăйă, туй юррисене юрлатпăр»,- паллаштарать Владимир Николаевич.

     Владимир Верликов ача чухнех купăс калама хăнăхнă, юрлама юратнă. Ашшĕ, Николай Васильевич, ялти чаплă купăсçă пулнă. Улах-вăйăра купăс каласа хĕрсене юрлаттарнă, ташлаттарнă. Халĕ ав, улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел, Любăпа Владимир Верликовсен аслă ывăлĕ Николай та купăс ăста калать. Кĕçĕнни Алеша кăçал Аслă Арапуç шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Спортсмен, пур енĕпе те палăракан хастар çамрăк - ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Сăмах май, Верликовсем çемье чăмăртанăранпа нумаях пулмасть 20 çул çитрĕ. Сарă хĕрпе нар пек каччă халĕ те Нарспипе Сетнер евĕр курăнаççĕ. Мăшăр акăш пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Ялта пĕр мероприяти те вĕсемсĕр иртмест. «Шупашкарти «Уяв» ансамбль паллаштарчĕ мана Çĕрпÿ тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Любăпа. Çамрăк чухне иксĕмĕр те юрлама çÿренĕ унта. Атте вилсен анне пире яла пурăнма чĕнчĕ. Çапла, ансамбле йĕркелени те 20 çул çитрĕ. Ансамбле хам ĕмĕтленнĕ пек тума мана тепĕр лайăх купăсçă кирлĕ. Шел, çамрăксем халĕ купăспа питех интересленмеççĕ»,- тет Владимир Николаевич. Çапах та пуç усмасть вăл, «Çăлкуç» валли çĕнĕ тумсем çĕлетме, халăха çĕнĕ юрăсемпе савăнтарма тата, паллах, ывăлĕсене ура çине тăратма ĕмĕтленет. Кам пĕлет, тен, Николай шăпах ашшĕ ансамбль валли шыракан тепĕр купăсçă пулĕ?



28 августа 2013
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter