Каçал ен районĕ: «Манăн çурт – манăн ĕç-хĕл» конкурс

РФ Общество палатин вырăнти хăй тытăмлăх тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă политика енĕпе ĕçлекен комиссийĕ пулăшу кÿнипе «Председатель ТСЖ» журнал Пĕтĕм Раççейри «Манăн çурт — манăн ĕç-хĕл» литературăпа художество конкурсне тăваттăмĕш хут ирттерет.

Унăн тĕллевĕ — литературăпа художество пултарулăхĕнче ырă кăтартусем йĕркелемелли темăна çутатма хавхалантарасси. Конкурса хутшăнас текенсем заявкăсем парса «Соседи», «Творить, создавать, жить», «Общественный контроль в сфере ЖКХ», «Лифт: качество, комфорт, надежность» тата «Телевидение будущего» номинацисенче çĕнтерессишĕн тупăшаççĕ. 2013 çултан тытăнса конкурса поэтсем кăна мар, прозаиксем те хутшăнма пултараççĕ. Чи кирлĕ услови — ĕç конкретлă номинаципе килĕшсе тăмалла, автор хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, çыхăнмалли телефона, e-mail кăтартмалла.

Иртнĕ çулсенче конкурса Европа тата Раççей тулашĕнчи 3000 ытла çын хутшăннă. Преми фончĕ çулсерен ÿссе пырать. Ĕçсене РФ Общество палатинче 2013 çулхи раштав уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

Конкурс ĕçĕсене «Конкурса» тесе палăртнă хыççăн prtsxmail.ru электрон почтипе йышăнаççĕ. Унăн йĕркелÿçисемпе 8-925-025-28-12 е 8-926-668-49-57 телефонсемпе çыхăнма, çавăн пекех «Председатель ТСЖ» журнал сайтĕнче паллашма пулать.



28 августа 2013
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter