Чăваш Республикинчи бюджет тытăмĕнчи уйрăм категорири ĕçченсен ĕç укçин шайне ӳстересси çинчен калакан йышăнăва йышăннă.

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ канашлăвне ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкерме пуçличчен, чи малтан Чăваш Республикин инвестициллĕ деклараци çинчен калакан Указа алă пусни çинчен пĕлтерĕ. Ĕç хучĕ регионăн  ĕçлĕ тата инвестициллĕ  климатне лайăхлатас енĕпе пĕлтерĕшлĕ утăм пулĕ. Чăваш Республикин Вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов Чăваш Республикин территорийĕнче ачасене усрава илнĕшĕн граждансене пĕр хутчен укçан пособи парассипе йышăннă саккуна çĕнĕллĕх кĕртнĕ сĕнӳпе Правительство членĕсем килĕшнĕ. Ачана усрава илнĕшĕн кашни ачашăн пĕр хутчен укçан парса пулăшмалли пособин виçи 300 пинпе танлашать пулсан, енчен те сусăрланнă ачана усрама илсен 375 тенкĕ пулĕ. Канашлура Владимир Иванов ытти хăш-пĕр проектсем çинчен те чарăнса тăнă. Хальхи вăхăтра ача садне пепкене çӳретнĕшĕн пĕтĕмĕшле палăртнă хакран 20 процентне ашшĕ-амăшĕ хăй тӳлет, анчах та тĕрлĕ районсемпе хуласенче çак хак уйăхне  450 тенкĕрен пуçласа 1320 тенкĕпе танлашать, çак хак паллах садикре мĕнле пулăшу ĕçĕсемпе усă курнинчен те килет. Тĕрлĕ хуласемпе районсенче пĕр ачана садике çӳретнĕшĕн уйăхне 3 пинрен пуçласа 6 пине çити кайса ларать. Çак хака пĕтĕмпех кĕртнĕ: ĕç укçине, ачасене çитерессине,  коммуналлă пулăшусемшĕн, вĕрентӳ тăкакĕсем тата ытти ĕçсем те. Раççей Федерацийĕн вĕренӳ çинчен калакан çĕнĕ саккун кăçалтан авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен вăя кĕрĕ. Ку палăртнă саккунра амăшĕсен ачасемшĕн 20 процента çити тӳлемелли хак виçине ылмаштарнă. Ашшĕ-амăшĕсен ачисемшĕн тӳлемелли хакăн виçине урăх  çĕнĕ кăтартусемпе палăртма йышăннă. Ашшĕ-амăшĕсем ачасене садикре пăхнăшăн тата çитернĕшĕн, кану вăхăчĕшĕн, ачасен гигиенипе режимне, хуçалăхри ăптăр-каптăрсемпе усă курнăшăн тӳлеттерме палăртнă, çапах та пур-пĕрех вĕсенчен 90 процентран ытларах ачасене çитернишĕн тăкакланĕ. Министр палăртнă тăрăх 2013 çул вĕçлениччен ашшĕ-амăшĕсен ачисемшĕн тӳлекен хак улшăнманни çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин вĕренӳ министерствипе муниципалитетсене ашшĕ-амăшĕсен тӳлемелли виçен  çĕнĕлĕхсен уйрăм пайĕсем çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарма чĕнсе каланă. «Ку ыйтăва политикăпа та çыхăнтарма тăрăшакансем пулĕç. Ыйту тавра калаçусем самай, суя тĕрĕс мар хыпарсем саракансем те тупăнĕç. Тепĕр тесен вĕсене кун пек усал хыпар сарма нимĕнле сăлтав та çук», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин е муниципалитетăн харпăрлăхĕ çинче шутланакан куçман пурлăха тытса илнин уйрăмлăхĕсем çинчен калакан Чăваш Республикин саккунне кĕртнĕ улшăнусен проектне ырланă. Ылмашусем кĕртни  Раççей Федерацийĕн е муниципалитет харпăрлăхĕ çинче шутланакан патшалăх пурлăхĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательсене арендăна илнĕ пурлăха хăйсем çине куçарма ыйтусене çăмăллатма пулăшать. Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина кун пек çĕнĕлĕхе кĕртни пĕчĕк тата вăтам предпринимательсем арендăна илнĕ пурлăхсен  палăртнă лаптăк виçин шайне пĕтерни чи пĕлтерĕшлĕ пулнине  асăнса хăварнă. Кĕртĕ çĕнĕлĕхсемпе пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем харпăрхăй çине пурлăха тӳлесе илме паракан ирĕкпе 2015 çулăн утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен усă курма пултараççĕ.  Чăваш Республикинчи бюджет тытăмĕнче ĕçлекен  хăш-пĕр уйрăм категорири çынсен ĕç укçин виçине 2013 çулăн утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен  ӳстересси çинчен калакан ĕç хутне те йышăнса хăварнă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Михаил Ноздряков кăçалхи çул бюджтет тытăмĕнче  ĕçлекенсен шалу укçи виçĕмĕш хут ӳснине  палăртнă. Чăваш Енре палăртнă тытăмри ĕçченсен 9 уйăх хушшинчи вăтам кăтарту 19241,9 тенкĕпе танлашнă. Паянхи канашлура халăхсем йышлă пухăнакан тата хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăнсенче йӳçĕ шĕвеке сутмалла марри çинчен калакан Чăваш Республикин экономика министрĕ Алексей Табаков тăратнă ыйтăва пăхса тухса килĕшнĕ. Канашлура Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх, Улатăрти халăха социаллă пулăшу паракан хулари тĕп центра Улатăрăн халăха социаллă пулăшу паракан центрпа пĕрлештерме тăратнă ыйтăва та министрсем ырланă. Малашне Улатăрти халăха социаллă пулăшу паракан центр пулĕ. Канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухнă кашни ыйтупа тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



28 августа 2013
15:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter