Ельчĕк районĕнче ача сачĕ тата фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ельчĕк районне ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ. Тăрăм ял тăрăхне кĕрекен Типĕ Тимеш ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнă пулăма хутшăннă. Хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавне модернизацилес енĕпе патшалăх программи пысăк хуласенче çеç мар, пĕр танах ял поселенийĕсенче те эффективлă пурнăçланса пынине палăртнă.  Кун йышши капмар пысăк çурта хута янине кура, малашне тата та çынсене медицина пулăшăвĕ парас ĕç лайăх пурнăçланасса палăртнă пысăк хăнасем. Фельдшерпа акушер пунктне хута яма пурĕ 2,44 млн. тенкĕллĕх тăкакланнине асăннă. Кунта ытларах Типĕ Тимешпе Анатри Тимеш тăрăхĕсенчен çынсене йышăнĕç. Кăçалхи çул кун пек  ФАПсене хута ярасси 7-мĕш шутланать. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле тата 13 ФАП хута яма палăртса хунă. Пĕтĕмĕшле республикипе виçĕ çул хушшинче 100 çĕнĕ ФАП сем çĕкленсе ларĕç. Ельчĕк салинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ ««Металлсервис» ООО çитсе курнă. Палăртнă пĕрлешӳ тимĕр конструкцийĕсем ăсталассипе тимлет. Предприятийĕн директорĕ Дмитрий Михайлов  производствăн калăпăшĕ уйăхне 300-500 тонн. танлашнине асăннă. Хальхи вăхăтра предприятинче 35 çын вăй хурать. Халăх таварсене ыйтнине кура производствăна ӳстерме, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелесе яма палăртса хунă. Хыççăн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шевле» ятлă çĕнĕ ача садне уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă пулăма хутшăннă. Ача сачĕ 95 пепкене йышăнĕ. Çуртра кĕвĕпе физкультура залĕсем, методика пӳлĕмĕсем, апат хатĕрлемелли ятарлă уйрăм, медицина кабинечĕ, çуса тасатмалли ятарлă пайсем хатĕр.  2013 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 35 ача вырăнлă икĕ ушкăн çӳреме тытăнĕ. 2014 çулта кăрлач уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 60 вырăнлăх виçĕ ушкăн йĕркеленĕ. Ельчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хăйĕн сăмахĕнче юлашки виçĕ çул хушшинче республикăра, ял çыннисен пурнăç условине лайăхлатас тĕлĕшпе питĕ нумай ырă ĕçсем тунине палăртнă. Николай Миллин шкул çулне çитмен ачасене çӳремелли Ачасен керменне  кĕске вăхăт хушшинчех хута янишĕн чĕререн тав тунă.  «Ельчĕк çулсеренех илемленсе пырать. Ялăн сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса пыни куç кĕретех. Çынсен пурнăç условийĕ лайăхланать. Культура ырă енне улшăнни те савăнтарать», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех, Пĕлӳ кунĕ çывхарса килнĕ май, кун пек паллă пулăм çĕнĕ ача садне хута яни чăннипех те пĕлтерĕшлĕ тенĕ. «Виçĕ çула çитичченхи ачасен садике тăракансен черечĕ ыйту  сирĕн районта пĕтĕмпех пурнăçланчĕ тейĕпĕр. Паянхи ача сачĕ хальхи пурнăç шайĕпе тан, пепкесем валли пур услови те пур. XXI-мĕш ĕмĕрте пурăнакан ачасем лайăх пурнăçа хăнăхнă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Марина Филиппова пухăннă ашшĕ-амăшĕсен  ячĕпе пурне те çакăн пек илемлĕ ача садне хăпартса лартма пулăшнишĕн тав сăмахĕ каланă. Пурăнмалли çуртсенчен аякра ларман кермен ашшĕ-амăшĕсене ытларах та савăнтарнă. Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ муниципалитетăн активĕпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă Указĕсем пурнăçа еплерех кĕрсе пынине тишкересси пулнă. Тĕплĕнрех



29 августа 2013
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter