Борис Марков – чăваш халăх артисчĕ Грант çĕнсе илнĕ

Б.С.Марков – чăваш халăх артисчĕ. Вăл Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пултаруллă çын тăрăшнипе «Шывармань» опера кун çути курнă. Артист çуралнăранпа часах 90 çул çитĕ. Элĕкри культурăпа кану центрĕн ертсе пыракан методисчĕ Л.М.Константинова ентеше халалласа культурăпа искусство тавра йĕркеленĕ инноваци проекчĕпе республика конкурсне хутшăннă. Любовь Михайловна 100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарнă.

– Çак проекта пирĕн виçĕ уйăхра пурнăçа кĕртмелле. Чи малтанах культура учрежденийĕсемпе, обществăлла организацисемпе, ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлемелле, – палăртрĕ Л.Константинова.

Вăл проекта пайсем çине уйăрса тухнă. Унта кинофильм кăтартасси, сăн ÿкерчĕксемпе кĕнеке куравĕсем йĕркелесси, конкурссем ирттересси те кĕрет. Çавăн пекех шкул ачисем хушшинче Б.С.Марков çинчен çырнă сочиненисен конкурсĕ те пултаруллă çын çинчен нумайрах пĕлме пулăшĕ.



29 августа 2013
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter