Раççейĕн МИД çумĕнчи Раççей Федерацийĕн субъектчĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн йышне Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева кĕртнĕ

Атăлçи федераллă округри Раççей Федерацийĕн Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççейри МИД çумĕнчи Раççей Федерацийĕн субъектчĕсен Пуçлăхсен канашĕн йышне кĕртнĕ. Палăртнă канаш 2013 çулăн çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа  çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнччен 2014 çул таран ĕçлет. Раççейри МИД çумĕнчи Раççей Федерацийĕн субъектчĕсенчи Пуçлăхсен канашне 2003 çулта Патшалăх Канашĕн сĕнĕвĕпе Раççей Федерацийĕн Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн йышăнса хăварнă. Çак ĕçĕн енĕ Раççейри регонсенче халăхсем хушшинчи тата экономика тулашĕнчи çыхăнусене çирĕплетме май парать. Канаш йышне Раççейри 7 регонтан ертӳçĕсене кĕртнĕ, кашни федераллă округран пĕрер çынна, çавăн пекех хăш-пĕр федераллă ведомствăсенчен тата Президентăн уйрăм управленийĕсене суйласа хăварнă.   СГС çитес  XXII-мĕш анлă ларăвне кăçалхи çулăн вĕçĕнче йĕркелесе ирттерме палăртса хунă.



03 августа 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter