Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чукун ҫул ӗҫченӗн кунӗ ячĕпе саламлани

 

Хисеплӗ чукун ҫул ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Чукун ҫул ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чукун ҫул транспорчӗ Раҫҫей транспорт тытӑмӗн пӗлтерӗшлӗ те шанчӑклӑ пайӗ шутланать, вӑл хамӑр ҫӗр-шыври регионсем тата чикӗ леш енчи ҫӗр-шывсем хушшинче пассажирсемпе грузсене куллен пӗр кӑлтӑксӑр тата йӗркеллӗн турттарассине тивӗҫтерет.

Чӑваш Республикипе «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи хушшинче тахҫанах лайӑх ҫыхӑнусем йӗркеленнӗ. Чӑваш Ен территорийӗпе иртекен пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул магистральне тума палӑртни ҫавнашкал тухӑҫлӑ тата пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ ӗҫлеве малалла аталантарас тата анлӑлатас енӗпе тунӑ черетлӗ утӑм.

Паян «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществинче чукун ҫул транспортне техника тӗлӗшӗнчен пуянлатма, куҫса ҫӳрекен составсене ҫӗнетме, чукун ҫулсене модернизацилеме, турттармалли тытӑмсене лайӑхлатма пулӑшакан майсене ӑнӑҫлӑн ӗҫе кӗртеҫҫӗ.

«Раҫҫей чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществин ӗҫченӗсен ҫӳллӗ шайри професси ӑсталӑхӗ тата ӗҫе пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫлани  XXI ӗмӗрте компани умӗнче тӑракан тӗллевсене ӑнӑҫлӑн татса пама пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Чукун ҫул отраслӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене ҫирӗп сывлӑх, ырӑ шанӑҫ, телей тата ырлӑх сунатӑп!             

   Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                 М.Игнатьев 

  

 



03 августа 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter