Çĕнĕ вĕренӳ çулне шкулсене çĕнĕ автобуссем

 Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Хĕрлĕ площадьре республикăри 22 шкула ачасене илсе çӳреме автобус ключĕсене парса чысланă.   Хавакслă пулăмăн мероприятийне Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Шупашкарта Хула кунĕнче  массăллă ирхи зарядкăна ирттерме пулăшнă волонтерсем хутшăннă. Михаил Игнатьев учительсене, вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсене çывхарса киленкен Пĕлӳ кунĕ ячĕпе саламланă, «Шкул автобусĕ» проекта пурнăçа кĕртме тытăннăранпа республикăра автобуссене 60 процент ытла çĕнетнине асăннă. «Эпĕ пĕлсех тăратăп, çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче эсир тата та тарăнрах пĕлӳ шайне ӳстерсе çирĕп вăй-халлă ачасем пулса Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ гражданĕсем ята лессе», - тесе шкул ачисене саламланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Кăçалхи çул Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ тытăмне модернизацилес енĕпе коплекслă мерăсем йĕркелесе ирттерес тесе, кивĕ автобус паркĕсене çĕнетес тĕлĕшпе пурĕ 58,8 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Республика шкулĕсем валли 44 автобус туяннă. Чăваш Республикин тĕп хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов Шупашкарта Хула кунĕнче ирхи массăллă зарядкăра 28250 çын хутшăнса Европа тата Раççей шайĕнче рекорд çĕнсе илнине палăртнă. «Чи массăллă ирхи зарядка» Диплома вырăсла тата акăлчан чĕлхипе хулана Раççейри  Рекордсен Гиннесс кĕнекин редакторĕ Алексей Свистунов парса чысланине каланă. Тĕплĕнрех



30 августа 2013
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter