Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн информацисен уçăмлăхĕ обществăн асăрхавĕнче

Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн çумĕнчи общество канашĕн  ĕçлĕ ларăвĕ иртнĕ. Канашлăва Чăваш Республикинчи «Социс-М»   социологсен обществăлла организацийĕн директорĕ Дмитрий Борцов ертсе пынă. Ĕçе Чăваш Республикин Администрацийĕн Ертӳçи – Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Александр Иванов,  общество канашăн членĕсем, Чăваш Республикин  Пуçлăхĕн Администрацийĕн тĕрлĕ структура уйрăмĕсен ертӳçисем хутшăннă. Кун йĕркинче пăхса тухма икĕ ыйту тăратнă. Пĕрремĕш ыйтупа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕн уçăмлăхĕ çинчен пресс-служба пай пуçлăхĕ Ольга Иванова тĕплĕн паллаштарнă. Вăл пухăннисене официаллă информацисемпе паллашмалли уйрăм мелсем çинчен чарăнса тăнă, информацин пĕлтерĕшĕсемпе тĕсĕсем çинчен калаçнă, Чăваш Республикин влаç органĕсен Порталĕнче вырнаçтарнин меслечĕсемпе паллаштарнă.  Ольга Иванова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Администрацийĕн ĕç-хĕлне çутатса параканни - влаç органĕсен Порталĕ пĕртен-пĕр хатĕр пулманине каланă, халăхăн ăс-тăнĕнче ытти йăлана кĕнĕ массăллă информаци хатĕрсем те витĕм кӳнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Администрацийĕн пресс-службин пайĕ инфориацийĕн ытти технологийĕсемпе те усă курса ĕçленине асăннă. Общество канашĕн членĕсем Порталпа  ĕçлеме питĕ аван та ансат пулнине уçăммăн пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă уйрăм страницисем ĕçлени çинчен ыйтăва тăвăллăн хускатса сӳтсе явнă. Администрацийĕн пресс-служба пай пуçлăхĕ пĕтĕмпех кун пек хыпар суя пулнине,  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн  Твиттер «GlavaChuvashia» çеç пулнине çирĕппĕн палăртнă. Кун йĕркине кĕртнĕ иккĕмĕш ыйту, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи патшалăх наградисемпе ĕçлекен Комиссийĕн ушкăнне çĕнетесси пирки пулнă.  Комиссийĕн ушкăнĕнче 15 çын тăнă пулсан, палăртнă хисепе 21 çынна çитерме ыйтăва хускатнă. Пухăннисем паянхи ĕçлĕ канашлу пуриншĕн те усăллă пулнине каланă. Тĕплĕнрех

 



30 августа 2013
18:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter