Мускавра Раççей регионĕсен газификаци ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлăва Михаил Игнатьев хутшăннă

Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Мускавра  «Газпром» АУОра Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ  Дмитрий Анатольевич Медведев ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Кун йĕркинче регионсен газификаци тытăмĕнчи программа, йывăрлăхсем, стратеги, халăха газпа тивĕçтересси ыйтусене тишкернĕ. Раççей Федерацийĕнче газификаци – çĕр-шывăн социаллă экономика аталанăвĕн приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри шутланнине палăртнă. 2013 çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне газификацийĕн вăтам шайĕ 83,1 процентпа, вĕсенчен çут çанталăк газĕпе тивĕçтересси - 64,4 процентпа танлашать.   Хуласене 70,1 процента çити газпа тивĕçтернĕ, ял халăхне – 53,1 процент чухлĕ. 2005 çултан пуçласа  «Газпром» ОАОпа регионсен администрацийĕсем газпа тивĕçтересси çинчен килĕшӳ хучĕсем тума тытăннă, хыççăн газ тивĕçтерессин программисене пĕрле килĕшсе çирĕплетнĕ. Палăртнă регионсенче газификацийĕн ĕçне пурнăçласси пĕр тан график çирĕплетни программăн пĕрпеклĕхĕ шутланнă.  2005-2012 çулсенче газ кĕртес енĕпе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн «Газпром»  ОАО 180 млрд. патне  яхăн укçа уйăрнă пулнă. (2013 çулта -33,9 млрд. тенкĕ палăртса хунă), унсăр пуçне ГРС тата газ отводчĕсем çĕклесе лартнă çĕре 100 млрд  тенкĕ пăхса хăварса тăкакланнă. Чăваш Ен валли 2005-2012 çулсенче газ сечĕсене туса хута яма 512 млн. укçа куçарнă. Палăртнă программăпа килĕшӳллĕн «Газпром» ОАО газ ырлăхне поселенисене çити туртса çитернĕ, ял тăрăхĕсенче ГРС станцийĕсене хута янă. Регионсенче влаçсем халăхсене газ ырлăхĕпе усă курма хатĕрленӳ ĕçĕсене йĕркелеме, вырăнти ялсенчи шалти ĕçсене газ пăрăхĕсене хума ĕçсем туса ирттернĕ. Куллен газ тытăмĕнче хăш-пĕр татса паман кăлтăксем те сиксе тухаççĕ, калăпăр, пĕр пек газ кĕртмелли вăхăтсен ĕçне кура хăш-пĕр çĕрте газ инфратытăмĕнчи объектсенчи йывăрлăх, промышленноçра усă курмаллин вăхăчĕпе тапхăрне куçарма хистет. «Çĕклесе лартнă инфратытăм ĕçлемесĕр ларать, çынсем çаплипех газ ырлăхне кĕтсе илеймен, пирĕн промышленность тата ял хуçалăхĕсем хушма вăя туймаççĕ, ăна кура инвестици явăçтараймаççĕ», - тесе палăртнă Дмитрий Медведев.  Газпа усă курас текенсене ырлăха кĕтсе илессине хатĕрлессипе яваплăха хăйсем çине илнĕ, анчах та пурнăçлайман регонсем хăйсемех промышленноçа аталантарассипе инвестици хывасин,  шăпах тĕп сăлтавĕ пулса тăрать те.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре газ кĕртес ĕçе пысăк калăпăшпа пурнăçланине асăннă. Ăна валли тĕрлĕ бюджет çĕлкуçĕсенчен укçа уйăрнине палăртнă. Паянхи кун тĕлне илес пулсан, тĕпрен газ кĕртес ĕçе пурнăçланă. Пур ял тăрăхĕсенче те кăвак çулăмăн ырлăхĕпе усă курнине пĕлтернĕ. Пĕтĕмпе 15 пин км тăршă газ пăрăхĕсене хывнă, 6 пин объекта газпа тивĕçтерсе хута янă. Чăваш Республикинче 2013 çулăн кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çут çанталăк газĕпе вăтамран илес пулсан 84 процент, вĕсенчен хуласемпе поселоксене 98,8 процент, ялсенче 65,3 процент чухлĕ тивĕçтерни çинчен пĕлтернĕ. «Газпром» ОАО инвестици программипе Шупашкар Атăл леш енчи территорийне те газпа тивĕçтересси çинчен калаçса килĕшнине палăртнă. Асăннă проекта вăя кĕртни, палăртнă вырăнта инвестици хывма тата ытларах илĕртнине асăннă. Палăртнă çĕрте 5 поселок, 23 санатори тата ятарлă кану вырăнĕсем пур. «Газпром» ОАО социаллă пурнăçпа экономикăн пысăк пĕлтерĕшлĕ проекчĕсене пурнăçланă çĕре хутшăнать.  Республикăра «Газпром» ОАО спорт объекчĕсене тăвас ĕçре пысăк витĕм кӳрет, калăпăр Чăваш Енпе «Газпром» акционерсен уçă обществин ырă ĕçтешлĕхне пула, Шупашкарта Пăр керменĕ çĕкленнине каланă. Юлашкинчен Михаил Игнатьев газ тытăмĕнче вăй хуракансене çывхарса килекен професси уявĕ ячĕпе саламланă, ял çыннисен пурнăç шайĕн условийĕсене лайăхлатас ĕçре пысăк тӳпе хывнине палăртнă. «Газ вăл ырлăх,  пурнăçăн ытти условийĕсем», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.



30 августа 2013
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter