Тăвай районĕ: çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ

Августăн 29-мĕшĕ тĕлне районĕпе 10600 гектар (99 процент) çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ. Вырмара 35 комбайн таран ĕçленĕ, вĕсем талăкра вăтамран 450–470 гектар тырă вырса çапнă. В.Грачев (326 гектар), Н.Морякова, С.Михайлов, Б.Алексеев, С.Хумышев, А.Павлов хресчен фермер хуçалăхĕсем, “Можарский” ООО, “Шимкусский” ЯХПК вырмана лайăх сроксенче вĕçленĕ.

Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕр тыррисем акма 2620 гектар çĕр хатĕрленĕ, ку вăхăт тĕлне 1010 гектар акнă, çав шутран 808 гектарĕ – кĕрхи тулă, 122 гектарĕ – кĕрхи ыраш тата 80 гектарĕ – кĕрхи тритикале. Ĕнерхи кун тĕлне чи нумай акнисен шутĕнче – “Чутеевский” ЯХПК (180 гектар), В.Грачев ХФХ (170 гектар), “Родник” ООО (150 гектар).

Хĕлшĕн тимлесе утă 3970 тонна (133 процент), сенаж 10600 тонна (122 процент), силос 2640 тонна (31 процент) хатĕрлесе хунă. Пĕр условнăй выльăх пуçне 22,7 центнер апат единици тивет.



30 августа 2013
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter