Ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕ, предпринимательсемпе тăлăхсем çинчен

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртрĕ. Ахăртнех, халăхăн ытларах пайне пырса тивекен ыйтусем çаксем пулчĕç: Чăваш Республикин «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем арендăлакан, ЧР е муниципалитет харпăрлăхĕнчи куçман пурлăха уйăрасси çинчен» Саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен» ЧР Саккун проектне йышăнасси тата «Республикăри шкулчченхи пĕлÿ паракан учрежденисенче ачасене пăхнăшăн ашшĕ-амăшĕ /е саккунлă представителĕ/ тÿлемелли укçан вăтам виçине çирĕплетесси çинчен» йышăну проектне пăхса тухасси. Асăннă проектсемпе тĕплĕнрех паллаштарма республикăри пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина тата вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов МИХ ĕçченĕсемпе лару пуçланиччен тĕл пулчĕç.

- Куçман пурлăх пирки кĕртнĕ улшăнусем Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен е муниципалитет харпăрлăхĕнчи тара тытнă пурлăха пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем сутăн илес майсене анлăлатать. Федерацин 2008 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăя кĕнĕ Саккунĕпе килĕшÿллĕн 2008 çулхи çурла уйăхĕнчен маларах икĕ çул арендăланă пурлăха предприниматель тÿлесе илме пултарнă. Халĕ кун пек правăпа патшалăх пурлăхне 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен икĕ çултан кая мар арендăланă предпринимательсем те усă кураяççĕ. Халĕччен сутма пулакан пурлăхăн лаптăкне чикĕленĕ: вăл 5-рен сахал, 10000 тăваткал метртан ытлашши пулма пултарайман. 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кунашкал çирĕп чикĕсем çук, эппин, арендаторсен кирек мĕнле лаптăклă çурта та туянма май пур, - пурлăх тытăмне пырса тивекен çĕнĕлĕх пирки уçăмлатрĕ Светлана Александровна. - Кĕртнĕ улшăнусен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене хăйсен асăннă правипе 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен усă курма ирĕк параççĕ. Паянхи куна республикăра пĕчĕк предприятисен 628 хуçипе пурлăх туянас пирки килĕшÿ çырнă та ĕнтĕ.

Владимир Иванов министр ЧР патшалăх тата муниципалитет вĕренÿ организацийĕсенче шкулчченхи вĕренÿ программине ăса хывакан ачасене пăхнăшăн ашшĕ-амăшĕ тÿлекен укçан вăтам виçине пепке учрежденире миçе сехет таран пулнине кура тата тĕп хулапа Çĕнĕ Шупашкаршăн, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсемшĕн уйрăммăн çирĕплетмеллине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ ача садне çÿрекеншĕн патшалăх тăкакланнин 20 процентĕнчен ытла мар тÿлет. Уйăхри тÿлев муниципалитетăн тĕрлĕ йĕркеленĕвĕнче расна: 450 тенкĕрен пуçласа 1320 таран. Чăннипе садикри пĕр ачашăн тухакан тăкак виçи - 3-6 пин тенкĕ. Кунта йăлтах кĕрет: садик ĕçченĕсен шалăвĕ, ачасене апатлантарасси, коммуналлă ыйтусене тивĕçтересси, вĕренÿшĕн тăкакланни. «Раççей Федерацийĕн вĕренÿ çинчен» çĕнĕ саккун тăрăх ашшĕ-амăшĕн пĕтĕмĕшле тăкакĕн 20 процентне мар, ачана пăхнăшăн /апатлантарни, çывăрттарни, хуçалăх-йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерни, гигиенăна пăхăнассине йĕркелени/ тÿлеме тивĕ. Çав шутран 9 проценчĕ пепкене апатлантарма кайĕ. Министр çакна та пĕлтерчĕ: 2013 çул вĕçлениччен ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕн виçи улшăнмĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ларура ку ыйтупа вĕренÿ ведомствине те, муниципалитетсене те сыхă пулма ыйтрĕ. Садике çÿрекен ачашăн хывмалли укçа-тенкĕ виçи ÿсес пирки халăхра ахальтен мар сас-хура та тухрĕ. Уйăхра 3-4 пин тенкĕрен кая мар нухрат кăларса хума тивет текенни çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлчĕ. Республика ертÿлĕхĕ обществăна ку тĕлĕшпе лăпланма ыйтать, тÿлев енчен лару-тăрăва çирĕп сăнаса тăрассине хăйĕн çине илет.

Вĕренÿ министрĕ ларăва хутшăнакансене тепĕр проекта йышăнма сĕнчĕ: «Чăваш Республикин территорийĕнче ачана /ачасене/ усрава илекен граждансене пĕр хутчен укçан памалли пособи çинчен». Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене хÿтĕлес тĕлĕшпе пурнăçламалли политика çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Паянхи кун тĕлне регионра ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 4503 ача пурăнать. Çав йышра - 464 инвалид. Шел те, вĕсенчен 68-шĕ çеç опекунпа е вăхăтлăх йышăннă çемьере. Сусăр ачасене усрава илни пирки статистика савăнтармасть: 2010-2012 çулсенче Раççей Федерацийĕнче пурăнакансем пĕр инвалид пепкене те официаллă йĕркепе хăйсен хÿттине илмен. Усрава илнĕ 18-ĕшĕн «ашшĕ-амăшĕ» - ют çĕр-шыв çыннисем.

Çÿлерех асăннă саккун проектĕнче усрава илнĕ кашни ачашăн - 300 пин тенкĕ, пепке сусăррисен йышĕнчен тĕк - 375 пин тенкĕ пособи памалли çинчен каланă. Тен, саккун вăя кĕнĕ хыççăн пысăк яваплăхран хăрамасăр тăлăхсене, инвалид ачасене çемьене йышăнас текенсен йышĕ ÿсĕ? Çакна шансах-тăр Вĕренÿ министерстви хатĕрленĕ çĕнĕ саккун проектне ларура пурте ырласа йышăнчĕç.

Çивĕч тепĕр ыйту та çĕклерĕç: Чăваш Республикинче бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен хăш-пĕр категорийĕн ĕç укçине 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ÿстересси çинчен. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх - ку ĕнтĕ çулталăк пуçланнăранпа бюджетниксен шалăвĕн виçине хăпартассин виççĕмĕш тапхăрĕ. Пĕрремĕш çур çулта категорине кура ÿсĕм çапларах пулнă: 14,6-ран пуçласа 64 процент таран. Чăваш Енре вăтам ĕç укçи иртнĕ 9 уйăхра 19242 тенкĕпе танлашнă.

Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков Чăваш Республикин территорийĕнче граждансем йышлă пухăнакан, хăрушлăх уйрăмах пысăк пулакан вырăнсенче алкоголь продукцине штукпа сутма юраманни çинчен сăмах пуçарчĕ. Йышăнăва хăш-пĕр тÿрлетÿсем кĕртсе хатĕрлесе çитерме сĕнчĕç.

 Ирина ИВАНОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 августа 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter