Каçал ен районĕ: пахалăхлă продукци туса кăлараççĕ

«Унчченсенче çăкăра килте пĕçерсе аппаланаттăмăрччĕ, халĕ вара магазина каятпăр та туянатпăр. Хури-и, шурри-и, батон-и — мĕнли çиес килет, çавна илме май пур. Питĕ меллĕ», — тесе каланине район çыннисенчен час-часах илтме пулать. Чăнах та, хальхи магазинсен сентрисем çинче тем те пур. Кашни лавккара тенĕ пекех Комсомольскинчи «Хлебозавод» ОООра туса кăларнă продукцие туянма пулни вара уйрăмах кăмăллă.

Заводра 34 тĕрлĕ çăкăр-булка тата 39 тĕрлĕ кондитер изделийĕ туса кăлараççĕ. Вĕсене хамăр районти магазинсене çеç мар, Елчĕк, Канаш, Шăмăршă, Патăрьел тата ытти районсене, Тутарстан Республикине ăсатаççĕ. Пурĕ 334 магазинра «Хлебозавод» ОООра пĕçерсе кăларакан çăкăр-булкăна, печени-пĕремĕке туянма пулать. Вĕсенчен 87-шĕ — «Магнит» суту-илÿ сечĕн, 62-шĕ — райпо тытăмĕн, ыттисем вара — уйрăм çынсен магазинĕсем.

Заводра кунĕн-çĕрĕн ĕç вĕрет. Кондитер изделийĕсене хатĕрлекенсем ирхине 8 сехетре кунта килеççĕ те ĕçĕн кирлĕ калăпăшне туса пĕтермесĕр килĕсене саланмаççĕ. Куллен мĕн чухлĕ продукци туса кăлармаллине заявкăсем тăрăх палăртаççĕ. «Кунне вăтамран 1,5 тоннăшар кондитер изделийĕ хатĕрлетпĕр. Çуллахи вăхăтра халăх ытларах туянать, çавна май ĕç калăпăшĕ те пысăкрах. Паян, акă, сăмахран, 2 тонна пĕремĕк хатĕрлемелле. Вĕсене пĕçерсе пĕтермесĕр киле каймастпăр. Каçхи 7—8 сехетченех ĕçленисем те час-часах пулаççĕ», — паллаштарать ĕçри кăткăслăхсемпе кондитерсен бригадирĕ Румия Тазетдинова.

Ку бригадăра 10-ăн тăрăшаççĕ, черетленсе ĕçе тухаççĕ. Вĕсем пурте — пуян опытлă, хăйсен ĕçĕсене чунтан парăннă специалистсем. Чылайăшĕ кунта нумай çул вăй хурать. «Хамăрăн тивĕçсене пурнăçлама хăнăхнă ĕнтĕ. Шалăвне вăхăтра тÿлеççĕ, уявсенче парнесем, Хисеп грамотисем парса хавхалантараççĕ. Эпир пуринпе те кăмăллă, килĕшекен çĕртен пăрахса каяс шухăш та çук», — теççĕ вĕсем.

Çăкăр пĕçерекенсен ĕçĕ вара тата та йывăр. Вĕсем иккĕмĕш сменăра вăй хураççĕ. Каçхи 5 сехете килеççĕ те ирхи 5 сехетченех çанă тавăрса тăрăшаççĕ. Пĕри çăнăх аллать, тепри чуста çăрать, виççĕмĕшĕ кăмака патĕнче тăрмашать — кашнин валлиех ĕç тупăнать. «Питĕ килĕштерсе ĕçлетпĕр эпир, пĕр-пĕрне пулăшса пыратпăр. Çавăнпах ĕнтĕ ĕç те кал-кал пырать, смена иртни сисĕнмест те», — пĕлтерет çăкăр пĕçерекенсен бригадирĕ Юлия Иванова.

Маттур хĕрарăмсем пур ĕçре те пултаруллă. Заводра вăй хунипе пĕрлех вĕсем килĕсенче выльăх-чĕрлĕх усрама та, пахча çимĕç çитĕнтерме те вăхăт тупаççĕ, пур çĕре те ĕлкĕреççĕ. Ирхине тĕрлĕ ялсенчен машинăсем çитсе ларнă çĕре заводра кирлĕ чухлĕ çăкăр пиçсе те тухать. Тин кăмакаран кăларнă, тутлă шăршăллă, вĕри çăкăра тÿрех магазинсем тăрăх валеçеççĕ, ял çыннисем патне çитереççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ чылайăшĕ Комсомольски çăкăрне кăмăлларах парать, хапăлласах ăна туянать. «Хам та Шупашкар çăкăрĕнчен ытларах кунта пĕçернине кăмăллатăп. Кама мĕнле пуль те, маншăн «Хлебозавод» ОООра туса кăларнă çăкăртан, булка изделийĕсенчен хакли çук. Те хамăр пĕçернĕрен çапла вăл?» — уçать шухăшне Юлия Григорьевна. Хăнана-мĕне кайнă чухне те заводра ĕçлекенсем хăйсем хатĕрленĕ продукцие кучченеç вырăнне илсе каяççĕ. Унпа халăх умĕнче намăсланма тивмĕ. Кунта пĕçернĕ çăкăр-батонсем, пĕремĕк-печенисем экологи енчен таса, çав вăхăтрах тутлă та техĕмлĕ.

Çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсене туса кăларас тесен, паллах, чи малтанах çăнăх, сахăр, тăвар тата ытти чĕр тавар кирлĕ. Вĕсене турттарса килессипе ООО темиçе организаципе килĕштерсе ĕçлет. Ытларах чухне кирлĕ юр-вара Шупашкарти «Чувашхлебпродукт» ПУПран, çавăн пекех Хусантан тата Самар облаçĕнчен илсе килеççĕ. Çупа, маргаринпа, çĕпрепе вара пĕтĕмпех Тутарстанри организацисем тивĕçтереççĕ. Ку енĕпе йывăрлăхсем çук.

«Эпир яланах пахалăхлă продукци туса кăларма тăрăшатпăр. Апла пулин те çакă пирĕнтен çеç килмест. Хăш чухне начартарах пахалăхлă çăнăх илсе килеççĕ. Кун пек чухне, паллах, хатĕр продукци те япăхрах пулса тухать. Çăнăх хакĕ юлашки вăхăтра ÿссех пырать пулсан та çăкăра хаклатасшăн мар-ха эпир», — пĕлтерет Валентина Сумзина технолог.

Хлебозавод» ОООра июнь уйăхĕнче 41 тонна çăкăр, 32 тонна кондитер изделийĕ туса кăларнă. Пурĕ 3274 пин тенкĕлĕх. Кăçалхи январь — июнь уйăхĕсенче 218 тонна çăкăр, 186 тонна кондитер изделийĕ туса кăларнă. Пурĕ 18977 пин тенкĕлĕх.



05 августа 2013
14:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter