Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăрта ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă

Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăрта ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă. Республика Пуçлăхĕ  Улатăр районĕнчи Чуварлей салинчен инçех мар вырнаçнă  Янтарь ятлă ачасен кану лагерĕпе паллашнă. Михаил Игнатьев çуртăн канмалли корпусне, медицинăпа апат-çимĕç уйрăмĕсене тата çавăн пекех ачасене шывра ишмелли бассейнне пăхса çаврăннă.  Кунта канакан ачасем спортпа туслашса тĕрлĕ ăмăртусем ирттерме пур услови те пуррине палăртнă. «Кунти вырăн сывлăха çирĕплетме питĕ пĕлтерĕшлĕ, çемьепех канмалли база тума та пулать, кунта илсе çитерекен çула çеç хута ямалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Хыççăн Михаил Игнатьев Улатăрти пĕчĕк температурăллă холодильниксем калăпласа кăларкан завода çитсе килнĕ. Палăртнă организаци Свияжскри строительсен компанийĕн пĕрлешĕвне кĕрет. Предприяти сивĕтнĕ апат-çимĕçе вăрах вăхăтра упрама май паракан холодильниксене калăпласа кăларассипе тимлет.  2013 çулта предприяти производствăн çĕнĕ линине хута янă. Чăваш Ен Пуçлăхне пĕрлешĕвĕн тĕрлĕ вырăнĕсенчи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Пуçлăх холодильниксен складне тата çакăн пекех заводăн музейне те пăхса çаврăннă. Михаил Игнатьев предприятийĕн ĕçченĕсене производствăра пысăк хăвăртлăхпа ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ каланă. 2013 çулăн пĕрремĕш çур çулăн кăтартăвĕсем тăрăх, тавар çаврăнăшĕсен калăпăшĕ 291,4 млн. тенкĕллĕх кайса ларнă, производствăн индексĕ – 274,8 процентпа танлашнă. Çак кунах Чăваш Ен Пуçлăхĕ пысăк хулана Улатăра 2011-2015 çулсенче модернизацилеме пулăшас тĕллевлĕ программăпа килĕшӳллĕн индустри парк сооруженийĕсене тата канализацийĕн сечĕсене реконструкципе строительство ĕçĕсен проекчĕсен ĕçне хатĕррипе хатĕр маррине тишкерсе тухнă. Халлĕхе çĕр ĕçĕпе çыхăннă самантсем пурнăçланнă тата çуртăн АБК монтаж ĕçĕсене те пĕтĕмпех  вĕçленĕ. Каламасăрах паллă, бетонпа, сваркăпа çыхăнă ĕçсене те пĕтĕмпех пурнăçланă. Объекта çитес çулта раштав уйăхĕнче хута яма палăртса хунă та ĕнтĕ. Тĕплĕнрех

 



05 августа 2013
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter