Чăваш Енри паллă уява халалласа Шупашкарта икĕ конкурс иртет

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕ - Хула кунĕ. Чăваш Енри паллă уява халалласа Шупашкарта икĕ конкурс иртет. Пĕрне, «Пирĕн картишри талантсем» ятлăскерне, пултаруллă ушкăнсемпе «артистсем» хутшăнаççĕ. 7-ри ача-и, 70 çулти кинемей-и - пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли - юрламалла, ташламалла, кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕсемпе каламалла. Сăвă-калав çыракансем те хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарма пултараççĕ - вĕсем валли уйрăм номинаци йĕркеленĕ. Тепĕр конкурс - «Хула кăмăлĕ» - сăн ÿкерчĕксемпе кăсăкланакансене йыхравлать. Унта хула илемĕпе пурнăçне, маттур та паттăр çыннисене сăнлакан ÿкерчĕксене йышăнаççĕ. Чи лайăххисене чаплă парнесем кĕтеççĕ. (Е.Андреев)



05 августа 2013
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter