Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Пирĕн тĕллев - ВСМ2 строительство ĕçне витĕм кӳресси»

Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Канашлăва уçнă май Михаил Игнатьев Санкт-Петербургри Экономика форумĕнче, çавăн пекех Раççей Президенчĕ Владимир Путин утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче федераци министрĕсемпе тата «РЖД» АУО ертӳлĕхĕпе ирттернĕ канашлура та пысăк хăвăртлăхлă «Мускав-Хусан-Екатеринбург» чукун çул магистральне (ВМС2) тăвас ыйтăва пăхса тухнине пĕлтернĕ. Социаллă тăнăçлăх фондĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестицин 3 проекчĕ - Транссиб тата Байкал-Амур магистралĕн транспорт иртсе çӳреслĕхне пысăклатассипе, çавăн пекех пысăк хăвăртлăхлă магистралĕн строительствипе çыхăннăскерсем - валли 450 млрд тенкĕ уйăрассине палăртнă. Патшалăх ертӳçи ун чухне çак проекта пурнăçа кĕртсен Мускавран Хусана (е унтан каялла) çитмелли вăхăт 4 хут ытларахах кĕскелессе, пассажирсемшĕн билет хакĕ 3,5 пин тенкĕ патнелле тăрасса систернĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвне - пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ иртмелли «коридорти» çĕр лаптăкĕсен операцийĕсене йĕркелесе тăрасси пирки - алă пуснине пĕлтернĕ. Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне районĕсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене территорие планлассипе çыхăннă документсене (муниципалитет районĕсен территори планĕн схемисене, асăннă муниципалитет йĕркеленĕвĕсен йышне кĕрекен ял (хула) тăрăхĕсен генеральнăй планĕсене) çирĕплетнĕ йĕркепе улшăнусем кĕртме сĕннĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак магистрале туни республика экономикин аталанăвне палăрмаллах вăй хушасса, инвестицисене явăçтармашкăн, социаллă сферăна çирĕплетмешкĕн хушма хавхалану парасса, туризм илĕртÿлĕхĕ ÿсессе пĕлтернĕ. «2015 çул пуçламăшĕнче строительство ĕçĕсем пурнăçланма тытăнаççĕ, 2018 çулта магистрале ĕçе кĕртмелле. Эппин, пирĕн строительство организацийĕсен субподряд ĕçĕсене хутшăнмашкăн хатĕр пулмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский пысăк хăвăртлăхлă «Мускав-Хусан-Екатеринбург» чукун çул магистралĕн тăршшĕ 1620 км пулассине пĕлтернĕ, ун тăрăх электропуйăссем сехетре 300 км ытларах хăвăртлăхпа çÿрĕç. Пуçламăш точкăран вĕçне çитиччен 8 сехете яхăн иртĕ, çав шутра «Шупашкар-Мускав» лаптăкра - 3 сехете яхăн, «Шупашкар-Хусан» - 35 минута яхăн, «Шупашкар-Екатеринбург» - 4 сехете яхăн. Михаил Янковский ВМС2 строительствин пĕрремĕш тапхăрĕ валли «Мускав-Владимир-Чулхула-Шупашкар-Хусан» лаптăка (унăн тăршшĕ 803 км, вăл федерацин 6 субъекчĕн территорийĕ урлă, çав шутра Чăваш Ен - Етĕрне, Муркаш, Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсем - урлă иртет) суйланине палăртнă.   ВСМ2 проекта пурнăçа кĕртекен организаци «Скоростные магистрали» ОАО. Тĕп проектировщикĕ «Ленгипротранс» ОАО шутланать. Чăваш Енре проект ĕçне подрядлă организаци «Томгипротранс» ОАО пурнăçлĕ. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Строительство министерствине палăртнă çӳлерех асăннă муниципалимтетсенче кăçалхи çул юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне пĕрле килĕшсе ĕç хучĕсене пĕтĕмпех йĕркелесе çитерме сĕнсе хăварнă. «Проекта хута ямаллин стартне федераци шайĕнче пуçланă, тăкакĕсене те пĕтĕмпех пăхса хăварнă. Пирĕн тĕллев строительство ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме пулăшасси, витĕм кӳресси», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. 2013 çулăн утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Транспорт министерствинче тавралăха сиен кӳрессин ыйтăвĕсемпе уçă калаçупа сӳтсе явнă. Палăртнă ĕçе общественноç, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсенчен представительсем ытти уйрăм палăртнă организацисенчен «Скоростные магистрали», «Томгипротранс» ОАОсем,  «Экопроект» ЗАО ытти  яваплă çынсем  хутшăннă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Алексей Табаков 2013 çулăн прремĕш çур çулта патшалăх тата муниципалитет  заказĕсем пурнăçланин кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Йĕркесĕрлĕхсене тупса палăртнин тĕслĕхĕсем çинчен те чарăнса тăнă. Пĕтĕмпе  ку енĕпе 20 административлă йĕркепе ĕç пуçарса 399,9 пин тенкĕлĕх штраф панине, ĕçе тĕрĕслесе Чăваш Республикин Прокуратурине тăратнине палăртнă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри Экономика аталанăвĕн министерствин реестрĕнче  контрактсен йĕркине пăснисен шутĕнче 24 хăй халлĕн ĕçлекен организаци, вĕсенчен 9-шне Раççейри ФАС тĕрĕслесе тăракан Реестра кĕртсе хăварнине каланă. Михаил Игнатьев хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламан подрядчиксен ĕçĕн малаллхи шăпин çинчен те кăсăкланнă.  Вĕсем вăраха янă объектсене малалла туса пĕтерме çĕнĕ организацисене те тупса палăртнă, анчах та ĕçе вĕсем тытăнман-ха халлĕхе. Республика Пуçлăхĕ хуравпа килĕшмен, çавна май Чăваш Республики Пуçлăхĕн Администрацийĕн Контроль управленийне объектсене хута ярассин ĕçне çивĕч тĕрĕслесе тăма хушса хăварнă. «Мĕншĕн çĕнĕрен те çĕнĕрен организацисем хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаннисен тĕслĕхĕсем кунран кун тупăнсах пыраççĕ?» Пирĕн объектсене йĕркелесе пĕтерсе хута яма тепĕр хут тăкакланма тивет, пĕлтĕрех тăлăх ачасене вырнаçтарма çуртсене хута ямалла пулнă, анчах та кăлăхах, пирĕн хамăр енчен эффективлă ĕçсем туса ирттермелле, унсăрăн вĕсем малалла та хăйсен айăпне туймĕç», - тесе хăйĕн кăмăлсăрлăхне палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи электрон формипе тата уçă конкурссен ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Ытларах аукционсем медицина хатĕрĕсемпе эмелсем туянма - Сывлăх (78%), Çутçанталăк (3,5 процент), Вĕренӳ министерствисенче (2,9 процент) тата  Чăваш Енри Ĕçпе  тивĕçтерекен службăра (5,8 процент) йĕркелессе ирттерни çинчен асăнса хăварнă. Кун пек конкурссем ирттернинче бюджет укçи-тенкине упраса хăварасси куç-кĕретех пулнине каласа хăварнă.



05 августа 2013
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter