Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр кунĕ ячĕпе хулара пурăнакансемпе хăнисене саламланă

Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулине - 461 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă пулăма хутшăннă. Палăртнă уяв мероприятине Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – Шупашкарти 2№-лĕ çăкăр завочĕн генеральнăй директорĕ Юрий Кислов тата ытти официаллă хăнасем пухăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Улатăр хулинче пурăнакансене тата уява пухăннă хăнасене паллă пулăм - Улатăр хула кунĕ  ячĕпе ăшшăн саламланă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Улатăрта пурăнакансем хăйсен кăмăл-сипет пуянлăхне, халăх йăли-йĕркине тытса пырса тĕлĕнмелле хитре, хăйне евĕр архитектурăлă вырăнсене упраса хăварма пултарнине палăртса хăварнă. Паян Чăваш Енре пурăнакансемшĕн Улатăр хули чи илемлĕ те чуна çĕклеттерекен юратнă вырăн пулнине асăннă. «Кунта пурăнакансен пурнăç шайне ӳстерс тĕлĕшпе, хулан сăн-сăпатне улăштарсах пыма, влаç органĕсем инвестици хывассипе ĕçлĕç, ветерансен кăмăлĕ лайăх, çамрăксен шухăшĕ яланах хаваслă, çитĕнекен ăрăвăн пуласлăхĕ пархатарлă пултăр тесе, тĕрлĕ ресурссем уйăрĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ уявра Малыгинсен çемьине çемьесен институтне çирĕплетме витĕм кӳнишĕн юратупа шанăçа палăртакан ордена парса чысланă. Улатăр хула администрацийĕн вĕренӳпе çамрăксен политикин пай пуçлăхне Валентин Шумилова хăйĕн ĕçне таса чунпа пурнăçласа пысăк çитĕнӳсем туса пырса, нумай çул хушши муниципаллă службăра тӳр кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Хисеп грамотине парса хавхалантарнă. Уяв мероприятийĕ Шупашкарти А.В. Ляпидевский ячĕллĕ аэроклубăн парашютисчĕсен кăтартулă номерĕсемпе тата Пĕтĕм тĕнченри  XV фестивале хутшăннă халăх пултаруллăхĕн ушкăнĕсен илемлĕ юрри-ташшисемпе вĕçленĕ. Тĕплĕнрех



05 августа 2013
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter