Чăваш Енри чи аслă юмансенчен пĕрне чĕрĕ çутçанталăкăн палăкĕ пулма йышăннă

Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Митхаил Игнатьев Муркаш районĕнчи  Чăваш Енри чи аслă юмансенчен пĕрне чĕрĕ çутçанталăкăн палăкне йышăннă ятпа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин территорийĕнче «Йывăçсем- чĕрĕ çутçанталăк палăкĕсем» ятпа Пĕтĕм тĕнчери эстафета шучĕпе йĕркелесе ирттернĕ. Пулăма Раççей Федерацийĕн канашне кĕрекен çутçанталăка упраса хăварса ăна малалла та тăсса пырас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ертӳçи Владимир Зотов, çак тытăмрах тимлекен Сергей Пальчиков, Атăлçи федераллă округпа вăрман хуçалăхĕн Департаменчĕн ертӳçи Александр Орнатский, Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологин министрĕ Иван Исаев, Муркаш районĕн пуçлăхĕ Игорь Николаев, Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ  Ростислав Тимофеев тата ытти сумлă  хăнасем пуçтарăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче çутçанталăка упраса хăварассипе тĕрлĕ программăсем ĕçленине палăртнă. Паянхи куна республикăра 28 çутçанталăкăн уйрăм объекчĕсем шутланса тăраççĕ. «Палăртма кăмăллă, палăртнă историллĕ пулăм – тавралăха упраса хăварасси çулталăк çулĕнче   Чăваш Енри чи ватă юмансенчен пĕрне Муркаш районĕнче тупса палăртни хăйне евĕр. Пирĕн хамăрăн çитĕнекен ăрăва çутçанталăка пăхса пырса ăна упрама вĕрентмеллине   палăртнă Михаил Игнатьев. Владимир Зотов Чăваш Республикин Çутçанталăк министерствин ĕçченĕсене чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Вĕсем кашни йывăçа упраса хăварасипе куллен пысăк ĕçсем туса пынине палăртнă. Сергей Пальчиков юман çинчен калаçнă май,  çыннăн пурнăçĕнчи историлле кашни пулăм йывăçпа çыхăнса тăнине асăнса хăварнă. Паянхи паллă пулăмра республика Пуçлăхне чĕрĕ çутçанталăкăн палăкĕ пулма йывăçа йышăннине çирĕплетекен сертификата тата региона палăртакан асăну паллине парса чыс тунă. «Йывăçсем – çутçанталăкăн чĕрĕ палăкĕсем» ятпа Пĕтĕм тĕнчипех ирттернĕ программăсенче хутшăнса дипломсемпе хаклă парнесене илме тивĕçлĕ пулнă республика шайĕнчи çĕнтерӳçĕсене парса хвахалантарнă. «Йывăçсем – çутçанталăкăн чĕрĕ палăкĕсем» эстафетăн пултаруллăх конкурсĕсенче Муркаш, Улатăр , Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Çĕмĕрле районĕсенче  тата Етĕрне хулинче вĕренекен вĕт-шакăрсем, шкул ачисем ăста пулнă. Александр Орнатский Атăлçи федераллă округпа илес пулсан пурĕ 40 млн.гектар йышăнакан вăрмансенчен 10 йывăçĕ çеç– Çутçанталăкăн чĕрĕ палăкĕ  пысăк ята тивĕçнине палăртса хăварнă. Палăртнă йывăç Чăваш Республикинчи юмансенчен чи асли. Унăн çулĕ – 362, йывăçăн вулли 182 см, çаврăнăшĕ 570 см. Юмана виçĕ хутчен çиçĕм çапнă пулнă. Аслати çапиччен йывăçăн тăршĕ 26 метр пулнă, халĕ вара 24 м тăрса юлнă.  Юман паянхи кун та питĕ вăрлăхлă.



05 августа 2013
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter