Çĕнĕ хула, чукун çул...

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "ВТБ банк" АУО президенчĕн çумĕпе - правлени председателĕпе Михаил Осеевскипе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçăва çавăн пекех ЧР вице-премьерĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков, ВТБ банкăн Чул хулари филиалĕн Шупашкарти операци офисĕн директорĕ Дмитрий Фомин хутшăннă.

 Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - Чăваш Енпе ВТБ банк хушшинче ĕçлĕ çыхăну йĕркеленнĕ, вăл банк «Çĕнĕ хула» проекта пурнăçлама 850 млн тенкĕлĕх кредит линине уçнă хыççăн пушшех вăй илнĕ. «Хальхи вăхăтра строительсем питĕ лайăх ĕçлеççĕ. «Çĕнĕ хулара» пĕтĕмпе пурăнмалли 1,2 млн тăваткал метр çурт-йĕр пулĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

 Тĕл пулура çавăн пекех пысăк хăвăртлăхлă «Мускав-Хусан-Екатеринбург» чукун çул магистралĕн строительствин, республикăн 2012, 2013 çулсенче кăларнă патшалăх облигацийĕсене вырнаçтарассин ыйтăвĕсене хускатнă. Кăçал «ВТБ Капитал» АХО Чăваш Енĕн патшалăх облигацийĕсене вырнаçтаракан генеральнăй агент пулнă, вĕсене 1,5 млрд тенкĕлĕх вырнаçтарнă.

 Михаил Осеевский республика Пуçлăхне бизнеса пулăшса пынăшăн тав тунă, «ЭКРА» предприятире пулнă май «лайăх ĕç укçи илекен нумай çамрăка курни, вĕсен йĕркеллĕ шалу шыраса юта çÿреме тивменни» пирки каланă. Банк ертÿçин çумĕ çавăн пекех «Букет Чувашии», «Дорисс» АУОсенче, «Çеçпĕл» АХОра, ытти предприятире пулнă.

 2013-2018 çулсенче ВТБ банк республикăн тĕллевлĕ «2009-2020 çулсенче Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» программине хутшăнма палăртать.

К.ЕФИМОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 августа 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter