Чăваш Ен Пуçлăхне М.Игнатьева Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ертÿçисен РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи Канашĕн йышне кĕртнĕ

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн М.Бабичăн сĕнĕвĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне М.Игнатьева Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ертÿçисен РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи Канашĕн йышне – 2013 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çулхи июнĕн 1-мĕшĕччен – кĕртнĕ.

Çак Канаша 2003 çулта Патшалăх Канашĕн сĕнĕвĕсене тĕпе хурса тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн – Раççей регионĕсене тĕнче шайĕнчи тата тулаш экономика çыхăнăвĕсене аталантарма, çавăн пекех вĕсене тулаш экономикăн вăл е ку пуçарăвĕ тĕлĕшпе сĕнÿ хатĕрлемешкĕн майсем туса пама пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Канаш йышĕнче Раççей 7 регионĕн ертÿçи – федерацин кашни округĕнчен пĕрер, çавăн пекех Президент управленийĕсен тата федерацин хăш-пĕр ведомствин представителĕсем.

Раççей субъекчĕсен ертÿçисен РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи Канашĕн черетлĕ XXII ларăвĕ çулталăк вĕçĕнче иртĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 августа 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter