Тăвай районĕ: “Эпĕ кунта пулнă” творчество ĕçĕсен конкурсĕ иртет

“Ростелеком” УАО “Эпĕ кунта пулнă” творчество ĕçĕсен конкурсĕ ирттерет. Унта Атăлçи федераци округĕнчи регионсенче пурăнакан пур активлă çын та хутшăнма пултарать.

Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – регионшăн интереслĕ пулма пултаракан сахал пĕлекен объектсене тĕпчесси, туризмпа кану валли çĕнĕ вырăнсем шырасси. Конкурса регионсенчи анлă палăрман хăйне евĕр тата интереслĕ вырăнсем çинчен оригиналлă текстсемпе фотоматериалсене йышăнаççĕ.

Заявкăсене сентябрĕн 16-мĕшĕччен памалла, конкурс итогĕсене сентябрĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Кашни регионтан пĕр çĕнтерÿçĕ суйласа илеççĕ. Тĕплĕнрех “Эпĕ кунта пулнă” конкурсăн официаллă сайчĕ çинче пĕлме пулать.

ЧР Информполитика министерстви



06 августа 2013
10:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter