Тăвай районĕ: эрнелĕх ĕç планерки иртнĕ

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе эрнелĕх ĕç планерки иртнĕ, унта ĕç итогĕсене пĕтĕм-летнĕ, малашлăх тĕллевсем палăртнă.

Администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин уй-хир ĕçĕсем епле пулса пынипе паллаштарнă. Ку вăхăт тĕлне районĕпе 1310 гектар тырă вырса çапнă, вăтам тухăç пĕр гектар пуçне 17,6 центнерпа танлашать. Хĕле хатĕрленсе 3970 тонна (планăн 133 проценчĕ чухлĕ) утă, 10600 тонна (122 процент) сенаж хатĕрленĕ – пĕр условнăй выльăх пуçне 20,8 центнер апат единици тивет. Кĕр тыррисем акма 1900 гектар çĕр кăпкалатса хунă.

Администраци пуçлăхĕн çумне – строительствăпа çул-йĕр тата ЖКХ пайĕн начальникне Анатолий Алексеева ЖКХ объекчĕсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлессипе тата нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттерсене харпăр хăй ăшăтмалла тăвассипе ĕçсене хăвăртлатма хушнă.

Ку эрнере вĕренÿ заведенийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнине йышăнма палăртнă. Чутей, Тăрмăш, Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсенче тĕп юсав вĕçленмен-ха. Вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Семенована Мучар ялĕнче çĕнĕ шкул тумашкăн проектпа смета документацийĕ туса хатĕрлессине хăвăртлатма кирлнине кăтартса панă.

Районăн консолидациленĕ бюджетне 2013 çулхи 7 уйăхра мĕнле пурнăçлани çинчен финанс пайĕн начальникĕн çумĕ Вера Станюкова пĕлтернĕ.

Районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, пушар надзор ĕçĕсен аслă инспекторĕ Аркадий Фролов тата районти больницăн тĕп врачĕн çумĕ Татьяна Игнатьева хăйсен ĕçĕсемпе информацисем туса панă.

Планеркăра районшăн актуаллă ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.

(Хамăр инф.).



06 августа 2013
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter