Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри строительство комплексĕн ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламланă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче  Строитель кунне халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Хаваслă уяв мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский, Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Тĕп ыйтупа Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков тухса калаçнă. Министр палăртнă тăрăх, республикăн строительство комплексĕнче 10 процента яхăн регионта тавар калăпланать, строительсен тытăмĕнче 2,5 пине яхăн предприяти шутланса тăрать, вĕсенче 28 пин строитель вăй хурать. Пӗр ҫын пуҫне хута яракан пурӑнмалли ҫурт-йӗр енӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче тата Раҫҫейре малти вырӑнта тӑнине асăнса хăварнă.  2013 çулта 864 пин кв.м. çурт-йĕр çавăрса хута яма палăртнă, кăтарту 2012 çултипе танлаштарсан 5 процент чухлĕ нумайрах. Çурт-йĕр çавăрассинче ытларах эконом-класс йышши хваттерсем туса çĕклесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2013 çулта хута янă çуртсенчен 42 проценчĕ палăртнă ушкăнри хваттерсем пулĕç. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче строитель отраслĕ республика экономикинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине каланă. "Чăваш енри строителӗсен пултаруллӑ ӗҫне пула пирӗн республика ҫулсерен ҫӗнелсе улшӑнать, пурӑнмалли ҫӗнӗ микрорайонсем тата урамсем ӳсе-ӳсе лараҫҫӗ, ача сачӗсемпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем, спорт сооруженийӗсем, сывлӑх сыхлавӗпе культура объекчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫулсем тӑвасси тата юсасси, картишсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тирпей-илем кӗртесси йӗркеллӗн пулса пырать", - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Ача сачĕсене вăраха тăсмасăр хута ямаллине те асăнса хăварнă. Ĕçе тĕпрен пурнăçлама федераци бюджетĕнчен  хушма укçа уйăрма палăртни çинчен те хыпара пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев пĕр теçетке çеç мар ĕçлесе чапа тухнă çурт-йĕр ăстисене, ветерансене пурне те Строитель кунĕ ячĕпе чĕререн ăшшăн  саламланă, малта пыракан строительство организацийĕсене ятран палăртса ĕçри çитĕнӳсемшĕн тав тунă. Производствăра уйрăмах палăрнисем наградăсене тивĕçнĕ. Хаваслă уяв каçне республикăри пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе илем кӳнĕ. Тĕплĕнрех 



06 августа 2013
17:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter