Чун ăшши –мăнукĕсем

Мария Ермолаевна Сергеева Мăн Тукташ ялĕнче пурăнать. Çак кунсенче вăл 90 çул тултарнă. Çав ятпа ăна район администрациěн пуçлăхě Александр Куликов тата ыттисем саламланă.

Александр Куликов вăрăм ěмěрлě ватăна РФ Президенчěн саламне вуласа панă, ырлăх-сывлăх суннă.

Мария Ермолаевна Сергеева 1923 çулхи июлěн 27-мěшěнче Мăн Тукташ ялěнче хресчен çемйинче çуралнă. Ураскилт шкулěнче 4 класс вěреннě, тăван колхозра ěçленě.

Мария Ермолаевна икě хěрача çуратса воспитани панă. Унăн пилěк мăнук тата сакăр кěçěн мăнук. Вěсем юбиляр-ветераншăн чун ăшши. Мария Сергеевăна вăрçă вăхăтěнче хастар ěçленěшěн медальпе тата юбилей медалěсемпе наградăланă.(Элěк районě)



06 августа 2013
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter