Элĕк районĕ: свидетельствăсем панă

Район администрацийěнче савăнăçлă лару-тăрура Ялта пурăнмалли çурт-йěр лартмашкăн (туянмашкăн) социаллă тÿлев илмелли свидетельствăсем панă.

Район администрацийěн пуçлăхě А.Н. Куликов çакăн пек свидетельствăсене 3 çамрăк специалиста – «Хуравлев» хресчен фермер хуçалăхěн бухгалтерне Татьяна Герасимовăна, «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативěнчи Ольга Никонорова сěт пухакана, район больницин фельдшерне Алиса Ефимовăна панă. Виççěшě те вěсем федерацин «Яла 2013 çулччен социаллă аталантарасси» тěллевлě программăпа иртекен мероприятисене хутшăннă.

Федерацин социаллă программипе килěшÿллěн ялта ěçлесе пурăнакан граждансене çурт-йěр лартма тата туянма кăçал 2029,3 пин тенкě, çамрăк специалистсемпе çамрăк çемьесене валли 3910 пин тенкě уйăрнă. Асăннă программăна пурнăçласа çулталăк пуçланнăранпа 2 граждана 1044,9 пин тенкěлěх, çамрăк 3 специалиста 2121,2 пин тенкěлěх свидетельство панă.



06 августа 2013
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter