2013-2014 çулсенче хутса ăшăтмалин тапхăра ЖКХ предприятисем хатĕрленнин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă

Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин право йĕркине пăхса тăракан Координаци канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйту - пурăнммалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи лару-тăрăва тишкересси. 2013-2014 çулсенче хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленме республикăри вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăхăн влаç органĕсем  умне тĕллев лартса хăварасси. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри  пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсем хутса ăшăтмалли тапхăра палăртнă план йĕркипе хатĕрленсе пынине асăннă. Топливăпа энергетика ресурсĕсемпе усă курнăшăн парăмсем 27 процент чухлĕ чакнине каланă. Олег Марков 2013 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри виçĕ муниципаллă пĕрлешӳре парăмсем пачах çуккине, çав вăхăтрах чи пысăк парăм Çĕмĕрле  хулин пулнине палăртнă. Управляющи  компанисене илес пулсан, ăшăтмалли энергишĕн чи пысăк парăм «УК Новэк» ОООн пуçтарăнса кайнă (318,5 млн.тенкĕ), ун хыççăн «Реал-Люкс» ООО - 57,3 млн., «Нида» ООО – 37,9 млн. тенкĕ. Унсăр пуçне «Коммуналлă технологисем» ООО ăшăпа тивĕçтерекен организацин «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн «ТГК-5» ОАО умĕнче 454 млн. тенкĕлĕх парăм пуçтарăнса кайнă (26 процентпа танлашать). Хуласемпе район администрацийĕсен пуçлăхĕсен умĕнче хăш-пĕр управляющий компанийĕсем хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаннине Михаил Игнатьев пĕр хутчен çеç мар асăрхаттарса каланă пулнă. Ыйтăва право хуралĕнче тимлекенсем умĕнче те тăратнă. Çапах та вĕсем паянхи кун та ĕçлеççĕ,  энергоресурссемпе  тивĕçтерекенсен умĕнче парăмсене ӳстерсе пырса  республикăри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи лару-тăрăва çивĕчлетеççĕ. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, «УК Новэк», «Реал-Люкс», «Ниди», «Коммуналлё технологисем» ОООсен ертӳçисен ĕçне эффективлă ĕçлеменшĕн, парăмсене парса татассине тăсса янăшăн япăх хак панă. Çавăн пекех Çĕмĕрле администрацийĕн пуçлăхне хулари пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри  ĕçсене тимлĕрех йĕркелесе пыма асăрхаттарса хăварнă. Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç оранĕсене, хулапа район администрацийĕсен пуçлăхĕсене топливăпа энергетика комплексĕн объекчĕсене, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсене тата социаллă тытăма 2013-2014 çулсенчи хутса ăшăтмалли хĕллехи тапхăра хатĕрленес енĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2013 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче 175 №-лĕ йышăнупа килĕшӳллĕн йышăнса хăварнă ĕç планне вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçласа пыма сĕнсе хăварнă. Чăваш Енри  патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăракан предприятсен килĕшĕвĕсене палăртнă пек пурнăçланине тĕрĕслесе пыма сĕннĕ, ĕçе вăраха тăсмасăрах вăйлатма хушса хăварнă. Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳлемелли хаксен йĕркине те çийĕнчех пăхса тăма килĕшнĕ. Управляющи компанисен парăмсем икĕ уйăхран ытла  пуçтарăнса кайсан, вĕсен ĕçне çийĕнчен тĕрĕслеме йышăнса хăварнă.  Ĕç хучĕсене Чăваш Республикин Прокуратурине тăратма палăртнă. Прокуратура ĕçĕсене вăхăта вăраха ямасăр йĕркелесе ирттерме сĕннĕ.  Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсен министерствине  ресурссемпе тивĕçтермелли организацисен дебитор  парăмĕ 10 процентран та ытла ӳссе пырсан, ăшăпа энергорессурсемпе тивĕçтерекенсен умĕнче кредитор парăмĕ пысăкланса пырсан, пĕрлешӳсен переченне тӳрех Чăваш Республикин Шалти ĕçсен минисерствине тăратма хушса хăварнă. Тĕплĕнрех



06 августа 2013
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter