Муркаш районĕ: нумай ачаллисене – çĕр лаптăкĕсем

2011 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» 23 " Указ вăя кĕчĕ. Çакăнпа килĕшÿллĕн виçĕ тата ун хыççăнхи ачаллă çемьесем валли пурăнмалли çурт-йĕр лартма, хушма хуçалăх аталантарма çĕр лаптăкĕ тÿлевсĕр уйăрмалла.

Район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх районта августăн 1-мĕшĕ тĕлне 79 çемье çĕр лаптăкĕ илме черете тăнă. Вĕсенчен 52-шĕ пурăнмалли çурт-йĕр çĕклес тĕллевлĕ, 27-шĕ вара хушма хуçалăх аталантарасшăн.

Асăннă тапхăр тĕлне нумай ачаллă çемьесем валли 64 çĕр лаптăкĕ йĕркеленĕ, вăл шутран 37 лаптăкĕ – пурăнмалли çурт-йĕр тĕлĕшпе, 27-шĕ – хушма хуçалăх аталантарма.

Нумай ачаллă 23 çемьене çĕрпе тивĕçтернĕ, 12-шĕ лаптăка харпăрлăха куçарнă, 2 çемье çурт-йĕр çĕклеме ирĕк илнĕ тата вĕсем çак ĕçе пуçăннă. Çĕр лаптăкĕсене ял çывăхнерех е ялăн аталану перспективи пур вырăнсенче уйăраççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указне туллин вăя кĕртме палăртнă май çĕр лаптăкĕсем хатĕрлес ĕç малалла пырать. Çапла вара ытти çулсенче республикăра нумай ачаллă çемьесене 349 лаптăкпа е 35 гектара яхăн çĕрпе тивĕçтерме палăртнă.

Çулталăк пуçламăшĕнчи кăтарту тăрăх районта 18 çула çитмен 3 е ытларах ачаллă çемьесем – 477. Вĕсенчен 15-шĕ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черетре тăрать. Кăçал 3-мĕш е хыççăнхи ача 133 çемьере çуралнă.



07 августа 2013
11:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter