Chevrolet тата Opel дилер центрĕ Шупашкарта уçăлнă

Çyрла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ТрансТехСервис» ООО дилер центрĕ уçăлнă ятпа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Машинăсене юратакансене харăсах халăх хушшинче хăвăрт сарăлнă маркăсем Chevrolet  тата Opel кĕтеççĕ. Хаваслă пулăм пуçланиччен республика Пуçлăхĕ 2012 çулта  уçăлнă пулнă Renault дилерла центра кĕрсе тухнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче «Транстехсервис» компани Шупашкарта машинăсем сутмалли тата вĕсене техникăлла тата сервисла ĕçсем йĕркелесе ирттерме май паракан дилерла центр виççĕмĕш уçăлнине палăртса хăварнă. «Эпир хамăрăн çыннăмăрсем, хулара пурăнакансем ыйтнă сĕнĕвĕсене пурнăçлама тăрăшатпăр. Кашниех хăйсен юратнă машинисене ют регионсене кайса çӳремесĕрех пахалăхлă сервиспа тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Шансах тăратăп,  çынсем кунтан хăйсен кăмăлне тултарса, тав сăмахĕ каласа каясса», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Çакăн пехех Пуçлăх «Транстехсервис» компани 400 ытла çамрăк яш-кĕрĕме Шупашкарта ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерсе лайăх шалупа савăнтарма пултарнине асăнса хăварнă. «ТрансТехСервис» ГК директорсен канашĕн Председателĕ Вячеслав Зубарев паян уçăлнă хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан центр çĕнĕ машинăсен наукин çитĕнĕвĕсене пăхăнса ĕçленине палăртнă.  Мероприятие пухăннисене «Джи ЭМ ДАТ СНГ Chevrolet» ООО директорĕ Ерун Барвеген тата  «Дженерал Моторз СНГ Opel» ООО дилер сечĕсен пай ертӳçи  Азат Ахметов саламланă. Хаваслă пулăм иртнĕ хыççăн пухăннă сумлă хăнасем центрта куравра сутма тăратнă çĕнĕ машинăсене пăхса çаврăннă. Центр питĕ пысăккă, унăн лаптăкĕ 1800кв.м, сервис пайĕ - 641 кв.м йышăнать. Кунсерен юсаса пăхса тăма харăсах 30 машина кĕртме пултараççĕ. Автоцентр пулăшусен пĕтĕмĕшле спекторне пăхса тăрать, хăй çине илнĕ гаранти вăхăтĕнчи юсавсемпе те тивĕçтерет. Сервис центрĕнче машинăсене кирлĕ пур хатĕре те туянма пулать. Пĕр сăмахпа каласан туянакансене валли пĕтĕмпех пур услови те пур! Тĕплĕнрех



07 августа 2013
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter