Çул çỹревре - сăваплă вырăнсене
Первомайскинчи чиркỹ настоятелĕ Сергий атте ертсе пынипе тата унăн пиллĕхĕпе çулсеренех районта Христос тĕнне ĕненекен хастарсем сăваплă вырăнсене çỹл çỹреве тухса каяççĕ. Хальхинче аллă çынран тăракан пысăк ушкăн Грецинчен илсе килнĕ Андрей Первозванный хĕресне чуп туса сĕртĕнме Мускава çитнĕ. Çула май çветтуй Матронан çĕрмен ỹчĕ умĕнче пуç тайнă, Калуга облаçне çитсе кунти мăнастирсенче пулса вилнисен канлĕхĕшĕн тата сывлăхшăн çуртасем çутнă.(Патăрьел районĕ)