«Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Физкультурник кунне халалласа ăмăртусем иртеççĕ

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнассине пропагандăлас, спорт ăсталăхне ÿстерес тата чи пултаруллисене палăртас тĕллевпе августăн 10-мĕшĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Физкультурник кунне халалласа ăмăртусем иртеççĕ. Унта ял тăрăхĕсен, вăтам шкулсен, организацисемпе предприятисен командисем хутшăнма пултараççĕ.

Программăра:

— çăмăл атлетика: 100, 400, 2000 метра чупасси, тăршшĕне сикесси (ар çынсем); 100, 400, 1000 метра чупасси, тăршшĕне сикесси (хĕрарăмсем); 400 метра чупасси (ветерансем);

— волейбол: ар çынсен командисем физкультурăпа спорт комплексĕнче, хĕрарăмсем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче тупăшĕç;

— мини-футбол;

— шашкăлла вылясси.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисем тата медальсем кĕтеççĕ. Мини-футболра 1-мĕш вырăна тухакан команда кубока тивĕçет.

Врач тата команда тăратакан организацин ертÿçи çирĕплетнĕ заявкăсене ăмăртăва килнĕ чухне илсе пымалла.



07 августа 2013
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter