Юхăннă çуртсем вырăнне - çĕннисем

Пурăнмалли вырăн пурри е çукки — кашни çыншăнах питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйту. Çапах та çурт е хваттер пурри çеç çителĕксĕр, унти пурăнмалли условисем кирлĕ шайра пулмалла. Шел пулин те, пирĕн районта та юхăннă, авариллĕ çуртсенче кун кунлакансем пур-ха. Вăхăтĕнче юсаса йĕркене кĕртмен, кивелнĕ пайĕсене улăштарса çĕнетмен çуртсем çулсем иртнĕçемĕн тата та ытларах юхăнаççĕ. Вĕсенче пурăнакансен сывлăхĕ хăрушлăха лекет. Çавăнпа ĕнтĕ çакăн пек çуртсенче кун кунлакансене çĕнĕ çĕре пурăнма куçарас енĕпе ятарлă муниципаллă программăна пурнăçа кĕртме йышăннă.

2010 çулта Комсомольски районĕнче çак программăпа килĕшÿллĕн 10 çемьене (пурĕ 35 çынна) пурăнмалли çĕнĕ вырăнсем туса парса юхăннă тата авариллĕ çуртсенчен куçарнă. Çакна валли ЖКХ-на пулăшакан тата реформăлакан фонд-ран 6097,6 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 379,8 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 2081,4 пин тенкĕ уйăрнă, 350,71 тăваткал метр çурт-йĕре хута янă.

Çак программа кăçал та пурнăçланать. Район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районти муниципаллă пурăнмалли фонд 5,6 пин тăваткал метрпа танлашать. Çав шутра 1,1 пин тăваткал метра (е 19,6 процент) юхăннă тата пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр йышăнать. 2013—2014 çулсенче Комсомольски ялĕнче вырнаçнă муниципаллă харпăрлăхри 3 йывăç çурта тĕпрен юсама май çуккине кура пăсма палăртнă. Вĕсенче пурĕ 17 хваттер, 52 çын пурăнать. Чи кивви — Октябрьски урамĕнчи 1946 çулта хута янă çурт.

Граждансене çĕнĕ çĕре куçарма 740,5 тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр кирлĕ. Маларах шутласа пĕлнĕ тăрăх, çакна валли 26 миллион та 350 пин тенкĕ каять. Ку, паллах, сахал мар. 2007 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче алă пуснă 185-ФЗ №-лĕ «Çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăха реформăлассине пулăшакан фонд çинчен» федераллă саккунпа тата ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 259-р хушăвĕпе килĕшÿллĕн бюджетран çулсерен пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Муниципаллă тĕллевлĕ программа куллен-кун пурнăçа кĕрсе пырать.



07 августа 2013
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter