Чăваш Ен граждансене тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассипе Раççейри чи лайăх регионсем шутне кĕнĕ

Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви Раççей Федерацийĕнче граждансене тӳлевĕр пулăшу парассипе территорисенче патшалăхăн программи 2012 çулта пурнăçланнин кăтартăвĕсемпе доклад хатĕрленĕ. Доклада экспертсем тишкерсе пăхса тухнă май медицина пулăшăвĕсен пахалăхĕ, пурăнакансен сывлăхĕн кăтартăвĕсем çине  тимлĕх уйăрнă пулнă. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин информацийĕ тăрăх, медицина пулăшăвĕсене тӳлевсĕр тивĕçтерессипе Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх ĕçлесе пыракан 12 субъект шутне кĕнине асăннă.



09 августа 2013
17:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter