Чăваш Ен Пуçлăхĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ ĕçе «НамЭКО» ООО уйĕсене пăхса çаврăннипе пуçланă. Хуçалăхра вырма ĕç хĕрӳ пырать. Кунта ытларах выльăх-чĕрлĕх тытассипе тимлеççĕ, унсăр пуçне 2800 га  хуçалăх валли уйăрнă çĕр лаптăкĕ çинче пĕрчĕллĕ йышши культурăна акса çитĕнтерсси çине тимлĕх уйăраççĕ. «ТП «Сувар-2» ООО генеральнăй директорĕ Александр Никаноров республика Пуçлăхне организацисенче пĕрчĕллĕ йышши культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан 25 ц. пухса кĕртнине палăртнă. Михаил Игнатьев кăтарту аван пулнине, мĕншĕн тесен Сĕнтĕрвăрринче çĕрсен пахалăхĕ ытти районсемпе илес пулсан, кăштах юлса пырать тенĕ. Çав-çавах кун пек тухăçа пухса кĕртни кăтартуллă. Сĕнтĕрвăрри хулинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çĕнĕ хута янă автостанцие уçнă çĕре хутшăннă. Мероприятире çавăн пекех Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Сĕнĕрвăрри районĕпе хулин  пуçлăхĕсем тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. «АвтоВАС» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕ пурнăçланă строительство объекчĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 42 млн. тенкĕне кайса ларнă. Объекта хута яни 60 çĕнĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май панă. Виçĕ хутлă пысăк та капмар çуртра мĕн кирли пĕтĕмпех пур: пассажирсем кĕтсе ларакан уйрăм, билетсем сутмалли, буфет, адвокатсен уйрăмĕ, парикмахерский, автобусене тăратмалли ятарлă вырăн, перрон тата парсажжирсем валли – хăна çурчĕ, кафе, суту-илӳ павильонĕсем вырнаçнă.  Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăррине  çитсе кĕмелли вырăнсем татах та илемленнине асăннă. «Кунта пурăнакансемшĕн тата çакăн пекех килекен хăнасемшĕн те паянхи пулăм питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пассажирсем валли хăйсене лайăх туйма пур ен те пур. Эпир кун йышши условисене ытти муниципалитетра та тума тăрăшатпăр, мĕншĕн тесен пирĕн патшалăх политикин тĕп шăнăрĕнче яланах çын шутланать», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕп пасара çитсе килнĕ. Кунта та нумаях пулмасть реконструкци ĕçĕсем туса ирттернĕ. Хăнасем таварсене сутмалли вырăнсене пăхса çаврăннă. Ял хуçалăх çимĕçне тата ытти ăптăр-каптăра туянас текенсем валли мĕн кирли çителĕклĕ таранах. Ирина Жучкова - пасарăн йĕркелӳçи республика Пуçлăхне сутăçсене кунта сутма вырăнпа тивĕçтернĕшĕн кунне 10-12 тенкĕне çеç кайса ларнине асăннă. Кам та кам ял хуçалăх таварĕсене сутас тет, вĕсене укçасăрах ятарлă вырăнсемпе тивĕçтернине палăртса хăварнă. Михаил Игнатьев кунта ял хуçалăх таварĕсем туянакансем патне кĕске вăхăт хушинчех хăвăртах нимĕнле посредниксемсĕрех  çитнине палăртса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ хулари ачасен паркне те çитсе килнĕ, шăпах Физкультурник кунне халалласа уяв ирттернĕ самант пулнă, хыççăн Набережнăй урамĕнче Мария Александровна императрицăна халалласа палăка уçнă. Унăн ячĕ паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ ырлăх кăмăллăх символне палăртать. Палăка уçнă ячĕпе ирттернĕ пулăмăн мероприятийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юлашки çулсенче Сĕнтĕрвăррин сăн-сăпачĕ курăмлăнах лайăх енне улшăнса пынине палăртнă. Малашне те хулапа районăн ертӳçисем муниципалитет пĕрлешĕвĕнче экономикăна аталанма лартнă тĕллевсене кирлĕ пек пурнăçласа пырассине шаннине пĕлтернĕ. Апла пулсан, кунта пурăнакансен кăмăлĕ те кунсеренех  лайăх енне улшăнса пырассине шанатпăр. Юлашкинчен кун йĕркипе килĕшӳллĕн районти тĕп вулавăшăн çуртĕнче активпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă Указсем пурнăçа еплерех кĕрсе пыни ыйтупа канашлу ирттернĕ.  Тĕплĕнрех



09 августа 2013
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter