Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Физкультура сывлӑха ҫирӗплетме, ӑс-хакӑлпа ӳт-пӗве пиҫӗхтерме, ҫын характерӗпе кӑмӑлне йӗркелеме пулӑшни тахҫанах паллӑ.

Чӑваш Республикинче спорта аталантарас, ҫынсене физкультурӑпа туслашма пулӑшас, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас тӗлӗшпе  ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Юлашки ҫичӗ ҫулта 50 спорт объекчӗ ытла тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ. Йышӑннӑ мерӑсене пула Чӑваш Енри физкультурӑпа тата спортпа туслӑ ҫынсен йышӗ пӗтӗм халӑхӑн 30,5 проценчӗпе танлашнӑ, ҫакӑ вӑл Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран (20,6%) пӗрре ҫурӑ хута яхӑн пысӑкрах.

Ачасемпе ҫамрӑксен спортне аталантарасси мӗн пур шайри власть органӗсемшӗн тата общество организацийӗсемшӗн приоритетлӑ тӗллев пулса тӑрать. Спорт резервне хатӗрлес енӗпе Чӑваш Республикин территорийӗнче 56 спорт шкулӗ ӗҫлет, вӗсенче 30 пин ытла ҫамрӑк спортсмен хӑйӗн пултарулӑхне туптать. Ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсен пурлӑх никӗсне ҫирӗплетес тӗллевпе республикӑра туса лартнӑ мӗн пур физкультурӑпа спорт комплексне асӑннӑ шкулсен балансӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ: 2015 ҫулта рес¬публикӑри кашни иккӗмӗш шкул ачиех ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче спортпа туслашма пултартӑр. 

Чӑваш Енре ҫӗр-шывӑмӑр чысне тӗрлӗ ӑмӑртура хӳтӗлеме тивӗҫекен спортсменсен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Чӑваш Республикин 147 спортсменне тӗрлӗ спорт енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисене кӗртнӗ. Шупашкарта маунтинбайк, биатлон тата ухӑран тӗл перес енӗпе регионти центрсем тума палӑртнӑ, ҫакӑ, паллах, асӑннӑ спорт тӗсӗсене аталантарма ҫӗнӗ вӑй-хал кӳрӗ.

Пирӗн республикӑра тӑтӑшах иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери ӑмӑртусем те   массӑллӑ спорта  аталантарас ӗҫре  пысӑк вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ. 2015 ҫулта Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европӑн командӑсен VI чемпионачӗ (супер-лига) спорт пурнӑҫӗнчи чи паллӑ пулӑмсен шутӗнче.

Хӑйсен ырӑ тӗслӗхӗпе ҫамрӑксене хавхалантарса пыракан Чӑваш Енри физкультурӑпа спорт юхӑмӗн ветеранӗсене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп. Мӗн пур спортсмена, физкультурника, сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан мӗн пур ҫынна ырӑ шанӑҫ, лайӑх кӑмӑл-туйӑм тата чунпа хастар пулма сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                           Михаил Игнатьев



09 августа 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter