Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăй-хал культурипе спорт ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламланă

Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма  театрĕнче Физкультурниксен кунне халалласа ирттернĕ уяв мероприятине хутшăннă. Палăртнă пулăма Чăваш Республикин вăй-хал культурипе спорт, туризм министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Олимп чемпионĕ Владимир Мышкин пулнă. Хаваслă пулăмăн торжествăлла пайне Чăваш Енĕн спорт министрĕ Сергей Мельников уçнă, хăйĕн сăмахĕнче республикăра спорт лайăх аталаннине палăртнă. «Енчен те малтанхи вăхăтсенче спорт кружокĕсем çеç ĕçленĕ пулсан, паян пур енлĕ те пысăк капмар организацисем вăй илсе пыраççĕ», - тенĕ министр. Çулсеренех пирĕн спортсменсем тĕрлĕ шайри пысăк ăмăртусене хутшăнса, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнӳсем тăваççĕ. Раççей шайĕнче Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви ирттернĕ спорт конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.  Ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсен пурлӑх никӗсне ҫирӗплетес тӗллевпе республикӑра туса лартнӑ мӗн пур физкультурӑпа спорт комплексне асӑннӑ шкулсен балансӗ ҫине куҫарнӑ. Палăртма кăмăллă, кун пек йышăну туни  республикăн спорт резервĕ валли ачасене хатĕрлеме пысăк пулăшу парать. Михаил Игнатьев пухăннисене физкультурăпа спорт  тытăмне йĕркелесе янăранпа 90 çул çитнине палăртса мĕн пур пухăннă спорт ĕçченĕсене уяв ячĕпе чĕререн саламланă. Республика Пуçлăхĕ муниципаллă пĕрлешӳсен ертçисене спорта аталантарас, ҫынсене физкультурӑпа туслашма пулӑшас, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас тӗлӗшпе  ҫине тӑрса ӗҫленĕшĕн тав сăмахĕ каланă. «Эпир паян чăннипех те хамăрăн чемпионсемпе мухтанатпăр, савăнатпăр», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Ҫамрӑксене хавхалантарса пыракан Чӑваш Енри физкультурӑпа спорт юхӑмӗн ветеранӗсене, мӗн пур спортсмена, физкультурника, сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан ҫынсене ырӑ шанӑҫ, лайӑх кӑмӑл-туйӑм, çĕнĕ çĕнтерӳсем суннă. Олим чемпионĕ, тĕнче шайĕнче 7 хут çĕнсе илнĕ чемпион, Европăра та 6 хутчен çĕнсе илнĕ  чемпион, СССР чемпионĕ, 1970-80 çулсенче Мускаври  «Крыльев Советов» тата çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командăн легендăлла вратарĕ, 1979 çулта Канадăра Кубăка тивĕçнĕ Владимир Мышкин спортсменсене çĕнĕ вăй-хал суннă.  Вăл çĕнĕрен çитĕнекен ăрăва пирĕн республикăн чысне çӳллĕрен те çӳле çĕклеме сĕннĕ.  Уяв мероприятийĕнче физкультурăпа спорт тытăмĕнче ĕçлесе чапа тухнă уйрăм ветерансемпе спорт ĕçченĕсене патшалăх наградисене парса хисеп тунă. Юлашкинчен уяв республикăри спорт тата пултарулăх коллективĕсен кăтартулллă номерĕсемпе вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



09 августа 2013
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter