Шупашкарта - дилер центрĕ

Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев автомобильсен анлă сарăлнă маркисене - Chevrolet тата Opel - сĕнекен «ТрансТехСервис» ОООн дилер центрне уçма хутшăннă.

Хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - «Транстехсервис» компани Шупашкарта автомобильсем сутакан, вĕсене сервис тата техника енĕпе тивĕçтерекен 3-мĕш дилер центрĕ уçать. «Çапла вара эпир хăйсен автомобилĕсене урăх региона каймасăрах сервис енĕпе паха тивĕçтерессе кĕтекен хула çыннисен ыйтăвĕсене пурнăçлатпăр. Килекенсем кунтан яланах тав туса каясса шанатăп», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. «Транстехсервис» компани Шупашкарта çамрăксем валли 400 ытла ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ, ĕç укçи шайĕ те тивĕçлĕ.

«ТрансТехСервис» патшалăх компанийĕн директорсен канашĕн председателĕ Вячеслав Зубарев ку чухнехи центрта автомобиль ăслăлăхĕн çĕнĕ çитĕнĕвĕсемпе усă курнине пĕлтернĕ.

О.МИХАЙЛОВА.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
09 августа 2013
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter