Çĕкленччĕр капмар çуртсем!

Вырсарни кун Строитель кунне паллă тăватпăр. Ун умĕн Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри строительство организацийĕсен представителĕсем пухăнчĕç. ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков строительство комплексĕн кăçалхи çур çулхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

«Пирĕн отрасльте - 2500 предприяти. Строительство организацийĕсенче - 22 пин, стройматериал хатĕрлекен производствăра 6 пин çын вăй хурать», - терĕ Олег Иванович.

Пурăнмалли çурт пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 8% сахалрах хута янă пулин те Чăваш Ен хăйĕн кăтартăвĕпе кашни çын пуçне пурăнмалли çурт тăвассипе федерацин Атăлçи округĕнче - малти вырăнта, 83 субъектран - улттăмĕш.

Ĕç калăпăшĕ кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче те пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен пĕчĕкрех. Организацисен мĕн пур хăватне производствăна явăçтарасси вăтамран 65% çеç танлашать. Тупăшăн пысăк пайĕ налук тÿлеме каять.

Министр уяв умĕнхи докладра ытларах ÿсĕме çутатрĕ. Тĕслĕхрен, çĕртме уйăхĕнче Красноармейски районĕнче çулталăкра 60 млн кирпĕч хатĕрлекен завод ĕçе кĕртнĕ. «Старко», «Чебоксарский завод СТэП», «Строитель» тата «Трест 5» обществăсем производство хăвачĕсене çĕнетнĕ. Шупашкарти строительство материалĕсен заводĕнче, ытти предприятире çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ.

Кăçал республикăра пурăнмалли çурт пĕлтĕрхинчен нумайрах тума палăртнă. Тĕллеве ăнăçлă пурнăçласси районсенчен те нумай килет. Докладçă 2013 çулта ĕçе кĕртекен пурăнмалли çуртăн 42% сахал тупăш илекен çемьесем валли пулассине палăртсах каларĕ. Çавнашкал çуртсенче кашни тăваткал метршăн 28670 тенкĕ çеç тÿлемелле.

Патшалăхăн çурт-йĕр фончĕ паянхи кун тĕлне 5 пин çынна çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Кăçал кун пек çурт Шупашкарта - иккĕ, Çĕмĕрлере, Етĕрнере, Çĕрпÿре пĕрер хăпартаççĕ.

Савăнăçлă ларăва хутшăннисене уяв ячĕпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Строительство производствин калăпăшĕ республика туса кăларакан мĕн пур продуктăн 10% яхăн йышăннине, строительсем тăрăшнине пула Чăваш Енре нумай хутлă çуртсем, сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿ учрежденийĕсем, ача сачĕсем, ытти нумай объект хута кайнине кăмăллăн палăртрĕ. Уйрăммăн илсен вăл строительство организацийĕсен ертÿçисемпе предпринимательсене килес икĕ çулта республикăри мĕн пур ачана садикре вырăнпа тивĕçтерес тĕллевпе патшалăх тата уйрăм çын организацийĕсен хушшинче килĕшÿ çирĕплетсе строительство пуçлама чĕнсе каларĕ. Çак ыйтăва татса пама федераци хыснинчен регионсене кăçал та нумай млрд тенкĕ уйăрĕç. Пĕр пайĕ Чăваш Ене те тивĕçĕ.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен строительсен пĕр ушкăнĕ республика наградисене тивĕçрĕ.

 Юрий МИХАЙЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
09 августа 2013
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter