Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕлӳ кунĕпе тата çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламлани

Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем!

 Сире Пĕлӳ кунĕпе тата çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп!

Çĕнĕ пĕлӳ илесшĕн çунни, професси ăсталăхне лайăхлатса пыма, ăс-хакăл тата ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчен аталанма ăнтăлни – ку чухнехи пурнăçăн мĕн пур тытăмĕнче çыншăн ăнăçăвăн никĕсĕ.

Чăваш Ен вĕренӳ тытăмĕ тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынна пурнăç çулĕ çине тухмашкăн пулăшма тивĕçлĕ. XXI ĕмĕр ыйтнипе килĕшӳллĕн мĕн пур шайри вĕренӳ учрежденийĕсенче анлă модернизаци пырать, пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленет, вĕренӳ тата лаборатори оборудованийĕ çĕнелет.

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче Чăваш Республикинче 1000 ытла вĕренӳ заведенийĕ хăйсен алăкĕсене уçать. Вĕсенче 318 пин вĕренекенпе студент, çав шутра пĕрремĕш класа каякан 13 пин ача пĕлӳ илĕç.

Юлашки 3 çулта шкулсен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме 3,5 млрд ытла тенкĕ хывнă. Çак вăхăтра юсав кирлĕ шкулсен 50 ытла процентне çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Хуласенчи тата ялсенчи пысăк шкулсен апатланмăшĕсене модернизацилеме 210 млн тенкĕ уйăрнă, çавна май çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче шкул ачисен 70 ытла проценчĕ ку чухнехи оборудовани çинче хатĕрленĕ паха апата çийĕ.

Юлашки икĕ çулта республикăра ача сачĕсем анлăн тума пуçларĕç. Строительство, юсав шучĕпе тата ача сачĕсенчи лаптăксемпе тивĕçлипе усă курнипе 2011-2013 çулсенче çĕнĕрен 13610 вырăн уçăлнă. 2015 çулхи авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре ача сачĕсенчи черет ыйтăвне татса парĕç.

Шанатăп: Чăваш Республикин вĕренӳ тытăмĕ малашне те конкуренцие хутшăнма пултаракан, пысăк пĕлӳллĕ тата культурăллă специалистсем хатĕрлĕ.

Пурне те ырлăх-сывалăх, çĕнĕ çитĕнӳсем, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу, телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                          М.ИГНАТЬЕВ.



01 сентября 2013
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter