Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Нефть тата газ промышленноçĕн ĕçченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Нефть тата газ промышленноçĕн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Професси уявĕпе Сире чун-чĕререн саламлатăп!

Халăх хуçалăхĕн мĕн пур тытăмĕ ăнăçлă ĕçлесси тата çынсем хăтлăхра пурăнасси тÿрремĕнех нефтьпе газ отраслĕн ĕç-хĕлĕнчен килет. Паянхи куна Чăваш Енре çынсем пурăнакан вырăнсене пурне те газ çитернĕ, унпа усă куракан 6 пин ытла объекта хута янă. Газификаци шайĕ республикипе вăтамран – 84, çав шутра хулара тата хула евĕрлĕ поселокра 98,8 процентпа танлашать.

Отрасль ĕçченĕсем республика халăхне çутăпа, газпа, общество инфратытăмĕпе тивĕçтермелли тĕллеве лайăх пурнăçлаççĕ.

Ырми-канми вăй хунăшăн тата республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине пысăк тÿпе хывнăшăн нефтьпе газ промышленноçĕнче тăрăшакансене пурне те пуç тайса тав тăватăп. Сире тата çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                        М.Игнатьев.

 



01 сентября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter