Раççейри парашютçăсен спорчĕн Федерацийĕ Чăваш Ене килĕшсе пĕр-пĕринпе ĕçленишĕн тав тунă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççей Федерацийĕн парашют спорчĕн Федерацийĕн Президенчĕрен Сергей  Серендеевран телеграмма килсе çитнĕ. «Раççейри парашют спорчĕн Федерацийĕ Сире Раççейри парашют спортне аталантарассипе пысăк витĕм тата пулăшу кӳнишĕн, çавăн пекех  Чăваш Республикин Шупашкар хулинче  тĕнче Кубокне тата Европăн 7-мĕш Чемпионатне пысăк шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнишĕн тав тăватпăр. Малашне те парашют спортне аталантарассипе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессине шанатпăр, Чăваш Республикинче çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассине пĕлсех тăратпăр», - тесе çырнă телеграммăра.  Тĕнче Кубокĕ тата Европа Чемпионачĕ Шупашкарти  А.В. Ляпидевский ячĕллĕ аэроклубра çурла уйăхĕн 23-26 –мĕш кунĕсенче иртнĕ. Ăмăртусенче тĕнчери 19 çĕр-шывран 150 ытла вăйлă парашютистсем хутшăннă. Вĕсем: Раççейрен, Белорусран, Бразилирен, Китайран, Хорватирен, Чехирен, Францирен, Германирен, Венгрирен, Италирен, Черногорирен, Польшăран, Румынирен, Сербирен, Словакирен, Словенирен, Швейцарирен, Украинăран.



10 сентября 2013
14:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter