Диспансеризаци малалла пырать

Тăвайри тĕп больницăра диспансеризаци малалла пырать. Кăçал 21 çултан пуçласа 99 çул таранчченхи 3173 çынна (кашни уйăхра 352 çынна) тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Çак вăхăтра анализсене тÿлевсĕр тăваççĕ.

Паянхи куна районта 1300 çын медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, вĕсенчен çурри ытла – хĕрарăмсем. 35 çыннăнне çĕнĕрен чир тупса палăртнă. Вĕсенчен ытларахăшĕн сахăр диабечĕпе шыçă чирĕсем пулнă.

Диспансеризацин тĕп тĕллевĕ – чир-чĕре маларах тупса палăртса вăхăтра сиплеме пуçласси.

1992, 1989, 1986, 1983, 1980, 1977, 1974, 1968, 1965, 1962, 1959, 1956, 1953, 1950, 1947, 1944, 1941, 1938, 1935, 1932, 1929, 1926, 1923, 1920, 1917, 1914 çулсенче çуралнисене райбольницăна 3-мĕш кабинета, участок врачĕ е пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмне пыма ыйтатпăр.

Предриятисемпе организацисен ертÿçисен те хăйсен работникĕсене диспансеризаци витĕр кăларассине хăвăртлатма тăрăшмалла.

В.ИЛЬИНА, врач-терапевт. Районти тĕп больница.



10 сентября 2013
09:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter