«2008-2010 çулсенчи пек пая кĕрсе улталаннă тĕслĕхсем тепĕр хут пулмалла мар», - çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев

Авăн уйăхĕн  10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Коррупцие хирĕç кĕрешес тата Чăваш Республикинчи право йĕркине тĕрĕслесе тăракан координаци  канашĕсен ларăвне ирттернĕ. Ларăва уçнă май, Михаил Игнатьев Чăваш Ен Правительствин приоритетлĕ тĕллевĕсенчен пĕри коррупцие хирĕç кĕрешесси пулнине палăртнă. «Халăх шухăшĕ» социологиллĕ тĕпчев Фончĕ, ресубликăра пурăнакансем палăртнă тăрăх влаç коррупцие хирĕç кĕрешессипе ĕçленине пысăк хак панă. Палăртнă кăтартупа Чăваш Ен Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнса тăнине асăннă. «Кун йышши кăтартусем хамăрта шанăçлăх, çирĕплĕх çуратаççĕ, анчах та йывăрлăхсем çук мар, вĕсене те пирĕн пурсăмăрăн та пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăçлă ĕçлесе пырса пĕтерме тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Çын прависен Уполномоченнăйĕ Юрий Кручинин Чăваш Енри УФСИН следстви изоляторĕсенчи çынсен прависен ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Тĕп ыйту паянхи куна, республикăра ирĕксĕрлесе тытса тăракан вырăнта палăртнинчен çын нумайрах шутланнине каланă. Çынсене тытса усрамалли камерăсенче пĕр çын пуçне 4кв.м пулмаллине палăртнă, анчах та Чăваш Республикинче 2013 çул авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне 1-мĕш СИЗОра пĕр çын пуçне 3,1 кв.м., 2-мĕш СИЗОра -3,8 кв.м. тивнине палăртнă. Чăваш Республикинчи Çын прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй тĕрĕслев ĕçĕсене  ирттернĕ вăхăтра хăш-пĕр уйрăм кăлтăксене тупса палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кун йышши çĕнĕ институт ĕçлесе кайни, влаç органĕсене палăртнă йывăрлăхсене пĕтерес енĕпе эффективлăрах ĕçлеме çеç хистенине асăннă. Чăваш Республикинчи СИЗОра çынсен хисепĕ ӳснине кура, Шупашкарта  çĕнĕрен 500 вырăнлă çурт çĕклесе лартма шутланă, Чăваш Республикинчи УФСИН пуçлăхĕ каланă тăрăх, изолятора 2017 çулта вăя кĕртме палăртнă. Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертӳçин ĕçне вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Наталья Тараканова тĕрмерен тухнисене ĕçпе тивĕçтерес ĕç еплерех пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ вĕсем патне 157 çын пынă, вĕсенчен 108-шне ĕçпе тивĕçтерме май килнине асăннă. Ытларах служба çул çитмен граждансене ĕçпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Палăртнă тапхăрта пурĕ 39 çамрăка ĕçе вырнаçтарма май килнĕ, унсăр пуçне 31 çамрăка учетра тăраканнисене ĕç тупса панă. Наталья Тараканова каланă тăрăх, республикăра ку енĕпе йывăрлăхсем çук. Çул çитмен çамрăксем учетра тăраканнисене Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви те çирĕп тĕрĕслесех тăрать. Вĕренӳ министрĕ палăртнă тăрăх, кăçалхи çул ытти çулхисемпе танлаштарсан тăватă айăпланнă çын патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменне япăхах мар кăтартусемпе тытнине палăртнă. Тĕрлĕ тупăшсене патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тата коммерциллĕ мар организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлесе, тупса палăртнă тĕслĕхсен кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Андрей Тимофеев тĕплĕн палаштарнă. 2012 çулта киревсĕр енпе тунă тупăша  3 йĕркене пăснă тĕслĕх тупса палăртнине асăннă. 2013 çулта - 1 преступлени тупса палăртнă. Михаил Игнатьев строительство  организацийĕсенчи ĕçсем еплерех пурнăçланса пынипе кăсăкланннă. Андрей Тимофеев хăш-пĕр организацисенче кун йышши ыйтусемпе тĕрĕслев ĕçĕсем пынине каланă. Республика Пуçлăхĕ тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен строительсем çинчен вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсене пĕлтерсех тăмаллине палăртнă. «2008-2010 çулсенчи пек пая кĕрсе улталаннă тĕслĕхсем тепĕр хут пулмалла мар», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче республикăра  ППЭ  иртнĕ чух коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе туса ирттернĕ ĕçсем çинчен чарăнса тăнă. Республикăри пур ятарлă вырăнсенче те ППЭ тыттарнă чухне видеосăнавсем вырнаçтарнă пулнă, ăна пула 2013 çулта йĕркене пăснă 4 тĕслĕх çеç пулнине асăннă. (2012 çулта-10 тĕслĕх). Михаил Игнатьев ку енĕпе ĕçе малалла та тăсмаллине палăртнă, обществăлла организацисене те явăçтарма тăрăшмаллине палăртнă. Паянхи ларура кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашни ыйтупа тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех



10 сентября 2013
18:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter