Иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ тата çак эрнери тĕллевсене палăртнă

Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ĕнерхи планеркăра иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ тата çак эрнери тĕллевсене палăртнă. Унăн пĕрремĕш çумĕ-АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин кĕрхи уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă. Ĕнерхи кун тĕлне кĕр тыррисене 1960 га "56 процент) акса хăварнă. Çавăн пекех витесене хĕле хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ.

“Аль” ФСК–ДЮСШ” учреждени директорĕ А.Кириллов физкультурăпа спорт комплексĕнче шăмат кун уçă алăксен кунĕ епле иртни çинчен пĕлтернĕ. Кăмăл тăвакансем бассейнпа, спорт залĕсемпе тÿлевсĕр усă курнă. Мероприятие 107 çын хутшăннă.

Тăвай районĕн тĕп врачĕ Н.Бурдасова сывлăх сыхлав учрежденийĕнче диспансеризаци (сывлăха пур енлĕн тĕрĕслесси) ыйтăвĕ çинче чарăнса тăнă, организацисемпе учрежденисен ертÿçисенчен çак ĕçе васкатас тĕлĕшпе (работниксене диспансеризацие явăçтарма) пулăшу ыйтнă.

Планеркăра çавăн пекех налог инспекцийĕн пай пуçлăхĕ В.Алексеева, полицин, надзор ĕçĕн районти уйрăмĕсен пуçлăхĕсем В.Обаськинпа В.Михайлов тухса калаçнă. Планеркăра район аталанăвĕн ытти çивĕч ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.

А.ТИТОВА.



10 сентября 2013
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter