Патриотсем шкулта çитĕнеççĕ
Ку тĕллеве эпир хамăрăн шкулта «Çемье – шкул – Тăван çĕршывăмăр – Астăвăм» девизпа пурнăçлама тăрăшатпăр. Нурăс енĕн летопиçĕнче пухăннă витĕмлĕ, тĕслĕхлĕ, пуян материалпа меллĕн усă куратпăр. Çĕршыв аталанăвне курăмлă пай-тÿпе хывнă çынсемпе – ĕçпе вăрçă паттăрĕсемпе, производство организаторĕсемпе, пултарулăх тÿпинче чап туяннисемпе, аслă шкулсене хамăр патран ăсатнă яш-кĕрĕмпе тĕл пулса канашланисем ачасен ăс-тăнĕнче пархатарлă туйăмсем вăратаççĕ. Коллега юбилейне – Иван Михайлович Михайлов 90 çул тултарнине чаплăн паллă турăмăр.
Педагогика ветеранĕ – «Курск пĕккин» участникĕ. Хăйĕн учителĕсене, ученикĕсене, çарти командирĕсене паянхи пек çуттăн астуса асилет. Унăн авиа тата судомоделистсен кружокĕсенче ÿснисем çар училищисемпе институчĕсенче нумайăн вĕренчĕç. Дон çинчи Ростовра, вертолет заводĕнче, пысăк цех начальникĕнче пирĕн шкул выпускникĕ, Мачамăш ывăлĕ Станислав Иванов ĕçлет. Августăн 22-мĕшĕнче çав завода çитсе курнă Президентăн мухтав сăмахне тивĕçлĕ пулнă. Услапа Нурăс ывăлĕ Валерий Федоров контр-адмирал Балтикăри суднăсем туса кăларакан заводăн генеральнăй директорне çити хăпарчĕ. Тăван шкулпа пилĕк генерал çыхăну тытатчĕç. Çырсах тăракан полковниксем сахал мар.
Воспитани ĕçĕ-хĕлĕн татăлми процесĕ ачасене професси суйлама пулăшни пурнăç чăнлăхĕнче курăнса тăрать, «Иртнине пуç тайса тав туса малашлăхшăн çанă тавăрар!» теççĕ пирĕн ачасем. Ку девиз халь Аслă Çĕнтерĕвĕн çитес 70 çулхи юбилейĕпе çыхăннă. Аслă кадетсем, вунпĕрмĕш класрисем, республикăри ăмăртусен призерĕсем пулчĕç. Тинĕс-çар пехотинецĕсен, юнармеецсен, çамрăк гусарсен, десантниксен, юнгăсен, спецназовецсен, космонавтсен, çăлавçăсен (МЧС) – çаксен пурин те хăйсене евĕрлĕ форма, хăйсен наставникĕсем тата, паллах, хăйсене майлă ĕçĕ-хĕлĕ. Çар уявĕсенче, Çĕнтерÿ кунĕсенче марш-парадсене кадетсем харăссăн виçĕ класпа тухаççĕ. Шкул ачисен районти спартакиадисенче пирĕннисем 18 çул хушши малта тăраççĕ. Спорта чунпа та вăй-халпа парăннисем искусствăна ăнланасшăн, культурăллă çын пуласшăн. Сочири олимпиадăна кашни ача хăйне евĕр çитĕнÿпе кĕтсе илсе паллă тăвасшăн. Вĕренÿ çулĕнче кашнинчех бал ташшипе зачет парасси йăлана кĕчĕ. Çак ташăсен уявне пăхма сала халăхĕ йышлă пухăнать.
Шкул картишĕнче клумба-ромашка катаранах курăнать. Салтак тÿмин çеçкисем кашни класăн хăйĕн. Пĕр-пĕрин хушшинче вĕсем фантази вĕçевне кура хăйсем майлă ăмăртаççĕ, чечексене чун хавалĕпе юратса пăхаççĕ. Классен юратăвĕ вара пĕр пĕтĕмĕшле клумбăна пĕрлешет. Çавнашкалах, классемпе вĕсен ертÿçисем те пĕтĕмĕшле çитĕнÿсемшĕн ăнтăлса вăй хураççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Раççей анлăшĕнчи смотрта чи пирвайхи вырăна тухайрăмăр. Пире Раççей педагогĕсем тесе хакларĕç.
«Сирĕн шкул Гагарин урамĕнче ларать, ку хăех символлă пулăм», – терĕ пĕринче Раççей Геройĕ Николай Бударин летчик-космонавт. Çĕнтерÿ ялавне (чăн ялавăн копине) пире патриотла воспитани ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн парнеленĕ. Унта «Чăн Раççей çынни пул!» тенĕ халал пур. Ку сăмаха ăша хывнă ача япăх çын пулмастех.
Т.ЕФИМОВА, Вăрнар районĕн, Калининăри вăтам шкул директорĕ, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕн кавалерĕ.