Вăрнар районĕ: «Арбуза гектарсенче курасчĕ!..»

Олег Яковлевич Петров пенсие тухнипе пĕрле ял хуçалăх çынни пулса тăнă. Унччен сад-пахчара мичуринла тăрмашасси пирки шутламан та-и тен.

Çарăклăра çуралнă. Кунтах пурăнать. Шкулта тăван поселокра, унтан Карагандари профессипе техника училищинче вĕреннĕ. Сварщикре, сантехникре ĕçленĕ. Совет Çарĕн ретне тăриччен Вăрнарти хими заводне вырнаçнă. Служба хыççăн çакăнтах таврăннă. Пĕр вăхăт 668-мĕш ПМКра çурт-йĕр хăпартнă. Утмăлта 2008 çулта канăва тухиччен хăйĕн специальноçĕсене кура Вăрнартах сĕт заводĕнче тăрăшнă. Çарăклăрах хăйне ятлăх пÿрт туяннă. Тавралла – сачĕ, пахчи, кÿлĕ те пур. Вăлтапа тухса ларать те – тем туххăмра техĕмлĕ шÿрпелĕх карас йăтса кĕрет. Юлашки вăхăтра пулăç хăнтăрпа туслашнă. Вăл йăм хура та çап-çутă, тюленьпе пĕрех мăнтăр. Пĕверен шăмпăлт! чăмса тухать те Олег Яковлевича питĕ кăсăклăн сăнаса пăхкаласа ларать. Шывран хăй çулĕпе çырана тухса уçăлать.

– Таçтан тупăнса явăçрĕ, – текелет пенсионер. – Мана чунтан-вартан килентерет. Мĕн тери лайăх ватлăхра ялта пурăнмашкăн! «Ăмсанăр мана!» – тесшĕн ахăртнех.

Ăмсанмалли чăнах та пур-ха çав. Юлашки виçĕ çул хушшинче вăл дыньăпа арбуз туса илнипе чап туяннă. «Ăнсăртран килсе тухрĕ, – тет ватлăхне пачах туйман арçын. – 2010 çулхи апрельте кĕшĕлл! шăтса ашкăрнă калча тĕмне асăрхарăм. Ещĕксене куçарса лартса пÿрте кĕртрĕм. Çавăнтанпа пахчара виççĕмĕш çул арбуз туса илетĕп. Кăçал çитмĕл штук таран паха пиçсе çитрĕ. Кашнийĕ вăтамран 7,5 кило таять. Ăшĕ-ашĕ – хĕп-хĕрлĕ. Шывак. Питĕ пылак. Çинĕ-çимен тула хăвалать...

Дыньăпа арбуза О.Петров виçĕ çул ĕнтĕ хăй тунă вăрă-вăрлăхран ÿстерет. Ăна кÿршисене те парнелет. Ун тĕслĕхĕпе асăннă çимĕçсене малашне хăйсен сад-пахчинче Альбина Спиридонова, Владимир Титов, Галина Моисеева туса илме тĕв тунă. Агротехники кăткăс мар. Апрельтен калча хатĕрлемелле. Май уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл йăрана куçармалăх патварланать. Паллах, сивĕ тивесрен сыхламалла. Хĕвел питтинче ÿстермелле. О.Петров халлĕхе ăна та, куна та икшер сотка çинче çитĕнтерет. Арбуз тенĕ çырлана вăл пысăкрах лаптăксенче – нумай гектарсенче туса илме сĕнет. Хаçат редакцине шăпах çав тĕллевпе çитсе кĕчĕ. «Манăн опытпа кăçалхи çанталăк кăтартнă тăрăх, – тет, – арбузпа дыньăна хамăра валли хамăр патрах çителĕклĕ таран тума пулать».

Çак сĕнĕве ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, фермерсем йышăнма пултарĕç-ши; Шкулсен те çĕр лаптăкĕсем сахал мар. Тен, ĕлĕкхилле, ачасен производство бригадисем ĕçлесе кăтартĕç; Пылак вĕсене пайтах кирлĕ...

М.ВАСИЛЬЕВ.



11 сентября 2013
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter